«Нимĕнле диета та çынна усă кÿмест»

Начарланас килсен тĕрĕс апатлану йĕркине пăхăнмалла

Çирĕп сывлăхлă пуласси, илемлĕ курăнасси тĕрĕс апатланнинчен нумай килет. Хăшĕ-пĕри начарланассишĕн темĕн тĕрлĕ диетăна та пăхăнать, çав-çавах яштака пÿллĕ пулаймасть. Теприсем, имшеррисем, кăштах та пулин мăнтăрланас тесе тăрăшаççĕ, анчах уссине курмаççĕ. Кун пек чухне мĕн тумалла? Рациона улăштарни çеç çителĕклĕ-и? Мĕншĕн юлашки вăхăтра ачасен хушшинче тулли кĕлеткеллисем нумай? Хуравĕсене пĕлес килет-и? Паллах! Кун пирки ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп диетологĕпе Алина СТЕПАНОВĂПА калаçрăмăр.

Тĕрĕс апатланăвăн 12 принципĕ. Калаçăва тĕрĕс апатлану пирки пуçланă май Алина Витальевна тÿрех унăн 12 принципĕпе паллаштарчĕ. Пĕрремĕшĕ — çемьере кулленхи рациона тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуянлатмалла. Иккĕмĕшĕ — кулленех çăкăр тата çăнăхран пĕçернĕ ытти çимĕçе, пăтă, çĕр улми çимелле. Вĕтĕ авăртман çăнăхран хатĕрленĕ çăкăр суйласан аван, хуппипе пĕçернĕ çĕр улми çиме тăрăшмалла. Виççĕмĕшĕ — рационра пахча çимĕç тата улма- çырла пулмалла. Вĕсене пĕр талăкра 400 грамран сахал мар ăша ямалла. Хамăр патра çитĕнтерни пулсан тата лайăхрах. Тăваттăмĕшĕ — кĕлетке йывăрăшне кирлĕ шайра тытса тăрас тесен кашни кун тĕрлĕ хускану тумалла. Пиллĕкмĕшĕ — организма апатпа пĕрле мĕн чухлĕ çу лекнине сăнамалла. Выльăх-чĕрлĕх çăвне ÿсен-тăран çăвĕпе улăштарма тăрăшмалла. Улттăмĕшĕ — çуллă какай вырăнне пăрçа йышши тата пĕрчĕллĕ культурăсем, пулă, çуллă мар аш çимелле. Çиччĕмĕшĕ — сĕт юр-варĕ шăмăшăн усăллине асра тытмалла, анчах çуллă маррине суйлама тăрăшмалла. Саккăрмĕшĕ — сахăрлă çимĕçпе виçине пĕлсе апатланмалла. Пылак шĕвек нумай ĕçмелле мар. Тăххăрмĕшĕ — апат-çимĕç хатĕрленĕ чухне тăвар сахалрах ямалла. Пĕр кунри виçе 6 грампа /е 1 чей кашăкĕ/ танлашмалла. Йодлă тăварпа усă курсан аван. Вуннăмĕшĕ — хĕрарăмсен эрнере 1 бокал хĕрлĕ эрехрен ытлашши ĕçмелле мар, арçынсен виçи кăшт çеç ытларах. Вун пĕрмĕшĕ — пăс çинче, микроволновкăра е шывра пĕçернĕ апат-çимĕçре çу, тăвар, сахăр виçи чакать. Вун иккĕмĕшĕ — тин çуралнă ачана 6 уйăха çитиччен кăкăр çитерме тă-рăшмалла. Каярахпа çеç рациона ытти апата кĕртмелле.

Фаст-фуд сиен кÿрет. Юлашки вăхăтра самăр пулнипе аслă ÿсĕмрисем çеç мар, ачасем те нушаланаççĕ. Ку ашшĕ-амăшĕн айăпĕ-и? Е тĕрĕс мар апатлану витĕм кÿрет? Алина Витальевнăн шухăшĕпе, кунта икĕ сăлтавне те асăнмалла. «Самăр çынсен çемйинче çуралнă ачасен 50 проценчĕн çак чирпе нушаланас хăрушлăх пур. Паллах, тĕрĕс мар апатланни те çитĕнекен организма сăтăр тăвать, анчах ытларах чухне ку хускану сахал тунипе, ÿт-пĕве пиçĕхтерменнипе, ачана пĕр ĕç те пурнăçлама хушманнипе çыхăннă. Сăнанă-и: урамра ачасем вылянине, унчченхипе танлаштарсан, сайрарах курма пулать. Чылайăшĕ пушă вăхăта компьютер умĕнче ирттерет. Çавăн пекех çамрăксем фаст-фуд çисе те организма сиен кÿреççĕ. Шкулта вĕренекен ачасем чылай чухне вĕри апат çимеççĕ, пылак çимĕçпе хырăма улталаççĕ. Кайран мĕншĕн мăнтăрланни пирки шухăшлама тытăнаççĕ. Кун пек апатлансан тĕлĕнме кирлĕ мар», — ăнлантарчĕ диетолог.

БАДсем: усăллă-и е çук-и? Халĕ чылай çын БАД ĕçнине асăрхама пулать. Вĕсене ачисене те параççĕ. Ку организма мĕнле витĕм кÿрет-ши? Диетолог БАДсем икĕ тĕрлĕ пулнине каласа кăтартрĕ. Пĕрремĕшĕсене «нутрицевтиксем» теççĕ. Вĕсен йышне белоксем, аминойÿçексем, фосфолипидсем, углеводсем, организма кирлĕ ытти япала кĕреççĕ. Иккĕмĕшĕсем — «парафармацевтиксем», ÿсен-тăранран хатĕрлеççĕ. Унашкаллисен фармакологи витĕмĕ пур. «Нутрицевтиксем» организма сиен кÿмеççĕ. Вĕсем витаминсем шутланаççĕ. Кунашкал БАДсене ачасене те пама юрать. Анчах малтан специалистпа канашламалла. «Парафармацевтиксене» тухтăр çырса панипе çеç ĕçмелле. Препарат çинче «эмел» тесе çырман пулсан ăна ăша яма юрать. БАДсем ача çуратайман хĕрарăмсемшĕн усăллă. Хĕрсем илĕртÿллĕ кĕлеткеллĕ пулас тесе сахал çиеççĕ, çавăнпа организма витаминсем кирлĕ чухлĕ лекмеççĕ. Çавна май гормонсен шай-лашăвĕ йĕркерен тухать. «Нутрицевтиксем» организма кирлĕ усăллă япаласемпе тивĕçтерме пулăшаççĕ. Вĕсене çимĕçсенчен хатĕрлеççĕ /кишĕр, шпинат тата ытти те/.

Хĕрарăмсем хăйсене шеллеме юратаççĕ. Алина Витальевна патне начарланас тĕллевпе килнисем 6 уйăх сипленеççĕ. Малтанах вăл пациентăн сывлăхне, япаласен ылмашăнăвне тĕрĕслет. Нумаях пулмасть вăл 159 килограмм таякан пациента йышăннă. Ăна сĕнÿсем панă хыççăн çакскер тĕрĕс апатлану йĕркине пăхăнма тытăннă. Пациент пĕр уйăхра 12 килограмм чакнă. Тепĕр хĕрарăм Алина Витальевна патĕнче виççĕмĕш уйăх сипленет. Вăл 100 килограмм ытла тайнă, виçĕ уйăхра 15 килограмм ытла чакнă. Диетологăн ĕçĕ-хĕлĕнче кун пек тĕслĕх темĕн чухлех. Чи пĕлтерĕшли — тухтăр мĕн хушнине вăхăтра пурнăçламалла. Диетолог сăнанă тăрăх, начарланма тĕллев лартнă арçынсем яваплăха ытларах туяççĕ. Хĕрарăмсем вара йĕркене пăсма пултараççĕ, вĕсем хăйсене шеллеме юратаççĕ. Чылайăшĕ кĕлетке йывăрăшĕ мĕнле пулмаллине Брока индексĕпе шутласа тĕрĕслет: çÿллĕшĕнчен /сантиметрпа/ 100 кăлармалла. Алина Витальевна ку пурин валли те кайманнине пĕлтерчĕ. Унпа 155-170 сантиметр çÿллĕш çынсем çеç усă кураяççĕ. Диетологсем кĕлетке йывăрăшĕн индексĕпе анлă усă кураççĕ. Унăн формули çапларах: кĕлетке йывăрăшне /кг/ икке хутланă çÿллĕш /метрпа/ çине пайламалла. Нормăпа килĕшÿллĕн, ку кăтарту 18,5-24,9-па танлашмалла.

 

Любовь ПЕТРОВА. А. СТЕПАНОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.