Нимĕç офицерне тытса килнĕшĕн

16 Ака, 2020

Вăрçă… Пур-ши çĕр çинче çакăнтан хăрушăрах сăмах? Вăрçă — куççуль, юн, вилĕм, çĕр-çĕр çыннăн нуши-терчĕ, хуйхи-суйхи, татăлнă ĕмĕчĕ.

1941-1945 çулсенче пирĕн çĕршывра алхаснă хăрушă вăрçа манăн мăн кукаçи Николай Иванович Иванов та хутшăннă. Вăл Кĕтеснер ялĕнче 1920 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă.

Шкул хыççăн пĕр вăхăт тăван хуçалăхра, унтан Мускаври çар заводĕнче ĕçленĕ. 1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма фронта тухса кайнă, Смоленскри 56-мĕш гвардин Хĕрлĕ ялавлă стрелковăй дивизине лекнĕ. Мăн кукаçи разведчиксен тăшмана тыткăна илекен ушкăнĕнче пулнă. Вăл хăюллă та опытлă пулнă. Пĕррехинче нимĕç офицерне тытса килнĕшĕн ăна тăван Кĕтеснере кайса килме отпуск та панă, командир амăшĕ патне саламлă телеграмма янă.

1946 çулхи июнь уйăхĕнче вăл киле таврăннă. Нумай çул колхозра водительте ĕçленĕ, чылай тав хутне тивĕçнĕ. Сăпайлă та ырă кăмăллă мăн кукаçине ял-йыш хисепленĕ. Вăл мăшăрĕпе Елена Ксенофонтовнăпа виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Шел, 1984 çулхи нарăсăн 5-мĕшĕнче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Мăн кукаçи — Тăван çĕршыва пурнăçне шеллемесĕр хÿтĕленĕ салтак. Вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденĕпе, «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» тата ытти тĕрлĕ юбилей медалĕпе наградăланă. Ветеран вăрçă хыççăн Мускаври Çĕнтерÿ парадне те хутшăннă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Мария АЛЕКСАНДРОВА, 4-мĕш класс. Вăрмар районĕ, Арапуç шкулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.