Николай Угаслов- Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ

20 Çурла, 2014

Хула кунĕ умĕн савăнăçлă хыпар пĕлтĕмĕр, Чăваш Республикин социаллă аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн тата тăван халăхшăн тунă пархатарлă ĕçĕсемшĕн Шупашкар хула депутачĕсен йышăнăвĕпе Чăваш наци конгресĕн президентне, "ТУС" строительство компанийĕн генеральнăй директорне Николай Угаслова «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ят панă.

Николай Федорович, нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕскер, пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхнĕ. Вăрçăра сывлăхне хавшатнă ашшĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă, Николай иккĕре çурма тăлăха юлнă.

Пĕтĕм йывăр ĕçе хăнăхса ÿснĕ Николай Угаслов, сакăр класс пĕтерсен Шупашкарти строительство техникумне вĕренме кĕнĕ. Килте аслисем те çак профессипе ĕçлени витĕм кÿнĕ ахăртнех. Мастертан пуçласа пысăк строительство фирмин ертÿçи таран хăпарнă нимĕнле йывăрлăхран та хăраман Тутарстан чăвашĕ. Пĕччен йышлă ачана ура çине тăратма тивнĕ пулсан та, амăшĕ ăна тĕрĕс пурăнма тата халăха юратма вĕрентнĕ. Çавăнпа та панă сăмаха яланах пурнăçлама хăнăхнă Николай Угаслов. Çĕпрел районĕнче чăвашсемпе тутарсем килĕштерсе пурăннине, пĕр-пĕрин йăли-йĕркине хисепленине курса çитĕннĕскер халăх хушшинчи туслăха питĕ пысăк вырăна хурать.

Мĕнле кăна организацие, культура учрежденине тата уйрăм çынсене пулăшмасть-ши вăл.

Пур çĕрте те яваплăха туйса ĕçленине кура ентешĕмĕр Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Чăваш Республикин тата Тутарстан культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятсене тивĕçнĕ.

Пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче чăвашлăх хастарĕсем ăна Чăваш наци конгресĕн президентне суйларĕç. Николай Федоровичăн, "Тус" строительство компанийĕн генеральнăй директорĕн, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕн, ĕçĕ, яваплăхĕ тата та ытларах хушăнчĕç.

Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем ЧНК ертÿçи сумлă ята тивĕçнишĕн чун-чĕререн савăнаççĕ, унпа мухтанаççĕ. Ку пулăм Чăваш наци конгресĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăл унăн ятне-сумне çĕклеме пулăшĕ.

 

Зоя Яковлева,

ЧНК информслужбин ертÿçи.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.