Николай КАЗАКОВ: Юрă çырасси арçын ĕçĕ мар теттĕм
Клубра чăваш çамрăкĕсем ют çĕршыв кĕввисемпе ура хуçса ташлани Николай Казакова лăпкăн пурăнма паман. Ташă каçĕсенче хĕрсемпе яшсене чăваш юррисемпе сиктерес килнĕ унăн...
— Николай Нилович, эсир чăваш эстрада музыкине пуçарнăранпа шыв-шур сахал мар юхнă. Вăл улшăнни сисĕнет-и?
— Иртнипе танлаштарсан, хальхи кĕвĕсем пахалăхĕпе чылай ирттереççĕ. Чунри туйăмсене халăх умне илсе çитерме халĕ тĕрлĕ май пур. Чăваш çамрăкĕсем валли эстрада музыки çырма пуçăнсан синтезатор пирки ĕмĕтлентĕм. Çак ыйтупа Министрсен Канашĕн председателĕ патне те çитрĕм. 50 пин тенкĕ уйăрса пачĕç. Ун чухлĕ укçапа 5 «Волга» автомобиль туянма май пулнă. Юрă-кĕвĕ шайĕ ÿссе пырать-ха, анчах пурне те тивĕçтермест. Аталану хăвăрт килмест. Чăваш шоу-бизнесĕнче тăрăшакансен ачаранах вĕренме пуçламалла. Пирĕн артистсенчен нумайăшĕ професси пĕлĕвĕ илмен, сцена çине чун ыйтнăран тухать. Вĕсем алла микрофон мĕншĕн тытаççĕ-ши тесе вăрçатпăр. Тĕрĕссипе, юрăçсене мар, ман пек директорсене ятламалла. Радиора, телевиденире пахалăхсăр юрăсене янăраттарас умĕн вĕсене тĕплĕн тишкермелле.
— Апла паянхи юрăçсен пултарулăхĕпе кăсăклансах тăратăр.
— Радио итлетĕп, чăваш юрри тĕрлĕ жанрта янăрани савăнтарать. Рэп та, рок евĕрли те, джаз та илтĕнет. Çамрăксем аталаннине пĕлтерет ку. Эстрада яланах халăх тимлĕхĕнче, концерт ним мар 1 пин çынна пуçтарать. Ĕлĕкрех хорсем çеç пысăк зал пухнă.
— Эсир Чăваш патшалăх филармонине çирĕм çул ертсе пыратăр. Пĕр интервьюра директор должноçне йышăнсан музыка çырма пăрахни пирки каланă эсир. Ĕç хыççăн алă хăех нота тетрачĕ патне туртăнни пулмасть-им?
— Унсăр мар ĕнтĕ: хавхалану талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те килет. Ăна çÿлтен, Турă ярать-тĕр. Йывăр вăхăтра та кĕвĕ пуçа килет, çийĕнчех çырса хуратăп. Должноç тата хавхалану пĕр-пĕринпе пач çыхăнман. Композитора ирĕклĕх, вĕçев кирлĕ, директорăн вара иртен пуçласа каçчен тĕрлĕ ыйтăва татса пама тивет. Ирхине музыка çырасси пирки шухăшлатăн тăк каç пулнă тĕле ун валли нимĕнле май та юлмасть.
— Директор ĕçĕ сире композитор пек аталанма паманнине пĕлтерет-и ку?
— Çапла, пĕтерсе пырать.
— Çакă кулянтарать-тĕр.
— Çук. Апла пулсан шăпи çавнашкал. Эпĕ ертÿçĕ пуласси пирки нихăçан та шухăшламан. Композитор ĕçне те сивлеттĕм. Вăл арçын ĕçĕ мар теттĕм.
— Эсир ăраскала йышăнакан çын апла.
— Пурнăç çулĕ кашнин расна. Турă панинчен пăрăнма çук.
— Мĕн вăл сирĕншĕн — музыка?
— Тĕнчери чи лайăххи. Эпĕ çакна нумаях пулмасть ăнлантăм. Юрă-кĕвĕ пек телей парнелекенни текех нимĕн те çук. Вăл чăн пурнăçа мантарса çĕнĕ тĕнчесене çавăтса каять.
— Кăмăл-туйăма парăнса пурăнатăр-и?
— Эпĕ шутсăр туйăмлă. Мускава кайса киличчен хам пек çын çук пулĕ тесе шухăшлаттăм. Раççей артисчĕсемпе иртнĕ тĕлпулура питĕ тĕлĕннĕччĕ. Çĕршыв шайĕнче чапа тухнăскерсем манран темиçе хут туйăмлăрах. Директор должноçĕнче кăмăл-туйăма ирĕке ямасăр, ăс-тăнпа йышăну тума тăрăшатăп.
— Килĕрте музыка инструменчĕсем пур-и? Пĕрремĕш кĕвве астăватăр-и?
— Ачаранах килте пианино пур. 6-7 çулсенче урамран футболла выляса кĕтĕм те аттене гол кĕртни пирки хавхаланса каласа кăтартрăм. «Ку лайăх-ха. 9 çулти арçын ача вара юрă çырнă авă», — калаçрĕ вăл телевизорпа хыпарсен кăларăмне курнăскер. «Эй, юрă çырасси мĕн вăл! Час çырса паратăп!» — тесе музыка инструменчĕ умне вырнаçрăм. Пĕрремĕш юрра ялсем тăрăх çÿресе юрларăм, аппа аккордеон калатчĕ. Хĕрсем ун патне çыру çыратчĕç: «Сан шăллу мана питĕ сăнарĕ».
— Сирĕн мăшăр та Валентина Салихова Хусанти консерваторире пĕлÿ илнĕ. Сире музыка пĕрлештернĕ-и?
— Çапла. Пире чăваш музыки çыхăнтарчĕ. Консерваторие ăс пухма кĕрсен унта Шупашкар хĕрĕ вĕренни пирки пĕлтĕм. Унпа çав тери тĕл пулас килчĕ. Эпĕ хастар, хăюллă çын мар та çавăнпа шухăша пурнăçламарăм. Эпир пĕр-икĕ çултан мероприятире паллашрăмăр. Талăкĕпе чăваш музыкине çĕклемелли пирки калаçаттăмăр. Эпир пĕр хум çинче пулнă, хавхалану тапса тăратчĕ. Пĕр шухăшлă çынна тĕл пулни çунат хушать. Эпир пĕрлешнĕренпе — 32 çул. Малалла вулас...
Видео кунта...
Комментари хушас