Николай ИСМУКОВ: Манăн сăвăра вăрламалли те пур иккен
15 Dec, 2016

«Хыпарăн» паянхи хăни — Чăваш халăх поэчĕ Николай Исмуков. Унăн шухăш-кăмăлне пирĕн журналист ыйтса пĕлнĕ.

— Сирĕн шухăшпа — хальхи са манара мĕн лайăххи, мĕн начар ри пур?

— «Ĕлĕк çаплаччĕ те паян ак урăхла» темелĕх саманисем улшăннă вăхăтра пурăнса курнă эпĕ. Совет самани е капитализм лайăхрах — виçсе пăхас пулсан чун та-раси те кайĕ тайăлса. Лайăххи те, начарри те пур. Тăван çĕршывпа, хăй утса тухнă кун-çулпа, ашшĕ- амăшĕпе вăрçăнакан çын — пархатарсăр. Совет влаçĕпе мĕншĕн кăмăлсăр пулмалла манăн: чăваша автономи туса панă вăл, наци культурине аталанма нумай пулăшнă. Паянхи пек тÿлевлĕ вĕренес пулсан эпĕ аслă пĕлÿ те илейместĕм. Пачах урăхла — пире стипенди парса вĕрентнĕ. Ĕç ветеранĕ пирки шухăшламан та. Чирлес-тăвас пулсан — тÿлевсĕр больница пулнă. Хирсенче лаптăкĕ-лаптăкĕпе çумкурăк ахăрман. Паллах, иртнĕ кун ватăрах, çавăнпа хисеплĕрех, ят- сумлăрах. Ун чухне шывĕ те тутлăрах, канихвечĕ те пылакрах пулнă теççĕ ватăсем. Хĕрсем кăна çавăн пекех çамрăк та хитре.

Халĕ те начар мар пурнăç: çăкăр-тăвар çителĕклĕ, тумтир — тăхăнса пĕтерме çук. Самани тĕк тăрсан патшалăха тав тумалăх пур. Çитменлĕхсем те çук мар пал-лах. Вĕсенче курмасăр тăма пултараймастпăр. Акă, сăмахран, пĕр тĕслĕх: çынна улталасси, халăха çаратасси пĕтĕм çĕршывĕпех йăлана кĕчĕ. Именесси, намăсланасси пĕтрĕ. Вăрласси — куллен кунхи ĕç пек. Аслă шкул ректорĕнчен пуçласа кĕпĕрнаттăр таранах — кукăр алăллă. Вĕсем чи таса та чыслă çын пулмалла-çке, вĕсенчен вĕренсе пымалла хура халăхăн. Мĕнле пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ-ши министрсемпе депутатсем уйăхне 2 миллион тенкĕ таран шалу илмешкĕн? Вĕсен арăмĕсем тата килте ларсах упăшкисенчен нумайрах илеççĕ. Пуçа вырнаçман тĕрĕсмарлăх. Вăрламасăр пуйма çук — ку ĕмĕртен пыракан сăмах. Халь экономикăра олигархсем хуçаланаççĕ. Вăрра тухнă олигархсен тĕрмере лармалла.

— Газ кĕртнĕ хыççăн ял халăхĕн пурнăçĕ самаях çăмăлланчĕ, çапах татса паман ыйту та çук мар.

— Ялта çуралса ÿснĕ ман пусăмри çынсем вут-шанкă тертне лайăх пĕлеççĕ. Ку тĕлĕшĕнчен халĕ ялта пурăнма — рехет. Çурчĕсем кантур пек, килсерен машина, çулĕ çатма пек тикĕс, ĕçмелли- çимелли лавккара çителĕклĕ. Тата мĕн кирлĕ?! Апла пулин те ял пурнăçне питех ăмсанмалли çук. Халăх пахча ĕçĕпе пурăнать. Ĕç вырăнĕ çук, çамрăксем ют хуласене тухса каяççĕ, ялта хупăннă çуртсем йышлансах пыраççĕ, пуянсем килĕштереймеççĕ, пурлăхшăн çапăçаççĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатра эпĕ Патăрьел районĕнчи Первомайски ял халăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен самаях пысăк статья кăларнăччĕ. «Мĕнле пурăнатăн, Первомайски?» ятлăччĕ вăл. Вунă-вунпилĕк çул иртсен те нуши çаплах юлнă. Ĕлĕк Первомайски районĕ пулнă тăрăхра пилĕк пин ытла çын пурăнать. Мĕн тăвăн — çут çанталăк саккунĕпе этемĕн чирлес-вилес йăли пур. Шăл ыратсан та пирĕнтен телейсĕр çын çук. Первомайскинче те пĕр фельдшер пункчĕ çеç, унта пĕр врач çеç ĕçлет. Тăрук чирлесе ÿксен, ăнсăртран ача-пăча сусăрлансан? Сăмахран, Ишлĕ Шетмĕрен Патăрьелне çитме 35 çухрăм! Хăнана кăштах кая юлса çитсен те юрать, анчах чирлĕ çыннăн вăхăтра çитмелле.

Совет вăхăтĕнче кашни ялта тенĕ пекех медпункт пурччĕ. Аслă Арапуçĕнче вара больница çурчĕ кивĕ пулсан та унта пур тĕрлĕ врач та ĕçлетчĕ. Ялти хĕрарăм-сене ăраснах йывăр лекет. Вĕсен выльăх-чĕрлĕхне те, ачи-пăчине те пăхмалла, çав вăхăтрах çамрăк чухнехи илемлĕхне те çухатмалла мар.

— Чăваш хĕрарăмĕн идеалне, чи лайăх тĕслĕхне мĕнре куратăр эсир? Унчченхипе танлаштарсан паянхи хĕрарăмсем мĕнпе уйрăлса тăраççĕ?

— Чăваш хĕрарăмĕн илемĕ — вăл ĕçчен, сăпайлă, тÿсĕмлĕ пулни. Пирĕн аннесем те мĕнле йывăр вăхăтра та, савăнăçлă самантра та вĕсене çухатман.

— Халĕ вара?

— Халĕ саманине кура вĕсем те улшăнса пыраççĕ. Хăюллăрах та, тепĕр чухне урăм-сурăм чĕлхеллĕрех. Ирĕклĕ рынок, пасар йăли-йĕрки улăштарать вĕсене. Ĕçке ерекен те сахал мар. Пирĕн аннесем Мăнкун ĕретĕнче те кĕленче пек таса пулнă. Тирпейлĕ çан-çурăмлă, йăрăс та стайлăччĕ вĕсем. Мăнтăр хырăмлă хĕрарăмсене курман. Халĕ вара унашкаллисем сцена çине тухма та именмеççĕ. Калама çук илемлĕ тĕрĕллĕ тумтир те, тевет-тухья çакса тухни те хăтарас çук вĕсене. Паллах, пурте пĕр пек хитре пулаймăпăр, анчах тепĕр хут калатăп: чăваш хĕрарăмне ĕçченлĕх, сăпайлăх, чунлăх, тÿсĕмлĕх илемлетсе тăраççĕ.

— Пушă вăхăтра курса савăнма ЮТВ телеканал пур. Эсир эстрада çăлтăрĕсене пăхатăр-и?

— Питĕ кирлĕ, лайăх телеканал. Эстрада хăйнеевĕрлĕ ыйтусем ыйтать, çăлтăрĕсем те хăйне майлă. Вĕсем хăйсемех сăввине çыраççĕ, хăйсемех кĕввине хываççĕ, хăйсемех юрлаççĕ, çав вăхăтрах ташлаççĕ тата! Нумаях пулмасть пĕр çăлтăрне телевизорпа кăтартрĕç: сăмахĕсем те, кĕвви те кăмăла кайрĕç. Вĕсене вăл хăех çырнă тесе палăртрĕç:

Çырури сăмахсем

Чĕрене чăрмаланă:

«Юратман эп сана,

Юратмасăр çÿренĕ».

Астăватăп, ун чух

Çĕмĕрт шур çеçкереччĕ.

Пĕтĕм çут тĕнчере

Иккĕн çеç, иккĕн çеçчĕ.

Ара, ку сăвва эпĕ 1960 çултах çырнăччĕ-çке! Пичете те юрăхлă пулнă вăл. Ăна эпĕ пĕр поэт кĕнекинче курнăччĕ-ха, халĕ тата тепĕр «автор» тупăнчĕ. Эпĕ ăна ниме тăман сăвă тесе шухăшланăччĕ! Савăнтăм — ман сăвăсем вăрламалăх та пур иккен.

— Тен, юрăçсен сăвăçсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле?

— Каларăм ĕнтĕ: эстрада хăй йĕрки-аркине ыйтать. Халĕ пирĕн юрă жанрĕнче Асламас, Лукин, Хирбю шайĕнчи композиторсем çук. Эстрадăна урăх шайлисем кирлĕ. Хусанкай, Митта, Ухсай сăввисемпе юрă çыракан пулманпа пĕрех. Давыдов-Анатри сăввисем вара юрра хывма шăп юрăхлă пулнă. «Ачапча валли тесе ачапчалла çырмалла мар», — тенĕ пирĕн Митта. Эстрада валли тесе пули-пулми сăвă-юрăпа çын çине тухмалла мар. Пирĕнтен анлăрах тавракурăмлă, пирĕнтен вичкĕн куçлăрах куракан-илтекенсем пур Чăвашра — вĕсене хисеплес пулать.

— Юлашки вăхăтра чăваш кĕнеки сутăнмасть теççĕ. Тен, пирĕн писательсем халăха кирлĕ лайăх хайлавсем çыраймаççĕ?

— Сăлтавĕ нумай, тĕплĕн ăнлантарас пулсан пирĕн калаçу нумая кайĕ. Пĕрремĕш сăлтавĕ, паллах, кĕнекесен пахалăхĕ чакса пынипе çыхăннă тейĕ хăшĕ-пĕри. Тĕрĕсси те пур унта. Анчах ку пулăм пирĕн пурнăç улшăнса пынинчен килет: вырăсланатпăр, пире телекурав-Интернет тыткăна илет, Чăваш кĕнеке издательстви чă-ваш кĕнекисене укçалла кăларма пуçларĕ. Ку саманара рекламăпа та анлăн усă курмалла. Глобализаци юхăмĕ çурхи шыв пек çырансăр-мĕнсĕр лаппăшпе юхать. Хамăр чĕлхепе, анне чĕлхипе упраса хăваракан пĕртен-пĕр вăй — чăваш çыравçисем. Халь тата эпир Раççей нацийĕ пулса тăтăмăр. Ăçта васкатăн, влаç? «Ман тăван чĕлхем ыран пĕтет пулсассăн эпĕ паянах вилме хатĕр», — тенĕ Расул Гамзатов. Пирĕн те çапла каламалли çеç юлчĕ-ши?

 

Н.ГЕОРГИЕВА калаçнă

Н.ГЕОРГИЕВА