Никита ЛАРИОНОВ. Упăшкипе арăмĕ

Калав

Мускавран тухăçалла каякан пуйăса юлташпа иксĕмĕр Кинешре лартăмăр. Сăлтавĕ пирĕн хамăра евĕр: сухал вĕлкĕштерсе çÿреме вăхăт çитнĕ тантăшăмăрсен хушшинче вăй виçме инçетри хулана ăнтăлатпăр.

Тулта раштав сивви шатăртатать. Плацкарт вакунра лĕп ăшă. Пуйăс тапранса кайса хăвăртлăхне ÿстерсенех юлташăм палланă çын çук-ши текелесе вакунра утса тухрĕ. Эпĕ килте вулама ĕлкĕреймен хулăн хаçата кăларса чÿрече умне лартăм. Мана халăха туххăмрах пуян пурнăç, тĕрлĕ йăх-яха питĕ хăвăрт тĕп тума, тахçан пĕрле пулнă çĕрсене каллех пĕр ытама пĕрлештерме шантаракан çыншăн тин çеç иртнĕ суйлавра нумайăн сасăлани канăçсăрлантарать. Ку тĕлĕшпе юлташăмпа пĕр чĕлхе тупаймастăп, мĕншĕн тесен вăл хăй те çав тăрпалтай майлă.

Çитес вырсарни кун Республика Президентне суйламалла. Çула тухас умĕн суйлав комиссине кайса хама килĕшнĕ кандидатшăн сасăларăм. Петя вара ерçеймерĕ. Эпĕ хĕрлĕ хуплашкаллă пĕчĕк кĕнекене кăкăр умĕнчи кĕсьере вăтăр виçĕ çул чиксе çÿренĕ. Кашни уйăхра шалуран икĕ-виçĕ процент чухлĕ член укçи тÿленĕ. "Çăмăл икĕ машина туянмалăх укçа пĕтертĕн", – тет мăшăрăм тĕккелесе. Пухусенче кун сутса, çынна ăс парса пайтах ларнă. Халĕ çав эшкере хирĕç çурăмпа çаврăнса тăтăм. Петя вара яш чухнех çамрăксен ушкăнĕнче пулнă, кайран ертÿçĕсемпе ермешмен. Паян, ав, вăл чунĕ-чĕрипе çав йыш майлă.

Эпĕ хама куçа сырнă хура карăран хăтăлнăн туятăп. Петьăшăн пулсан ĕлĕкхиллех лайăх. Хаçат вуламасть вăл. Çавăнпа унпа пурнăçри лару-тăру çинчен сăмах тапратаймастăп. Пĕр чĕлхе тупса пуплемелли пирĕн хушăмăрта урăххи – эпир спорт ăмăртăвне каятпăр, ку пире çывăхлатать те, туслаштарать те. Вăл кÿршĕ районти почтăра электрикре ĕçлет, тепĕр чухне телефонисткăсем ăна хăйсен вырăнне лартса хăвараççĕ. Юлташ вара аякри хуласенче ăмăрту ирттерекенсемпе калаçса илет, мĕн пĕлнине мана та шăнкăравласа хыпарлать. Куншăн эпĕ ăна чунтан тав тăватăп.

"Обыватель" сăмаха чăвашла мĕнле каламалла-ши тесе шухăша кайса ларнă хушăра юлташ сасси илтĕнсе кайрĕ. Унпа сăмахлакансем те чăвашлах калаçаççĕ. Петьăна хирĕç икĕ хĕрарăм ларать. Пĕри ватă, пенси çулĕнче, тепри хĕрĕх-хĕрĕх пиллĕкре. Иккĕшĕ те пуçĕсене чикнĕ, калаçакан çине кăшт пăха-пăха илсе ал ĕçĕ тăваççĕ: вăрăм йĕпе вылянтараççĕ кăна, çемçе çăм çиппинчен темĕн çыхаççĕ. Пĕрин калпак пулать иккен, теприн – кофта. Вырăн çине урисене усса ларнă виççĕмĕш кинеми тăсăм çипе пански йĕппипе явкалать. Вăл хăйне сăмах хушсан çеç калаçăва хутшăнать.

Хĕрарăмсем виççĕшĕ те Кинешре ларнă иккен. Йышра маларах асăрхаман çеç вĕсене. Чĕлхе вĕçне кăтăкланăран суйлав пирки сăмах тапратмасăр чăтаймарăм. Хайхискерсем леш "ырă пурнăç шантаракан" çыншăн сасăланă иккен. Чунăма канăçсăрлантаракан ыйтусене кунта та сÿтсе явасси пулмарĕ. Çакна аван ăнлантăм: пурнăç çинчен тарăннăн шухăшламасан питех те çăмăл иккен. Çăвара шыв сыпса ларнă май ку йыша сăнама-итлеме кăсăклă пулчĕ мана.

Çул çинчи çынсем кам ăçта каяссипе кăсăкланса пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупаççĕ. Хĕрĕх пиллĕксенчи хĕрарăм уявра ĕçленĕшĕн кану кунĕсен шучĕпе йăмăкĕ патне çитсе килесшĕн имĕш. Пенсирисем Эрĕнпур тăрăхне тăванĕсем патне каяççĕ-мĕн. Пирĕн ăмăрту Уралăн кăнтăр енче иртет. Эппин, пурте Кĕтерин хулинче анатпăр. Унтан вара пирĕн çулсем юпленеççĕ.

Юлташăм Петя çинçерех питлĕ çÿллĕ çын, çÿçĕ тăкăннă, йăлт-ялт пăха-пăха илсе калаçма юратать. Сăмах-юмахран именсе тăмасть. Манăн çăвартан чылай чухне политика сăмахĕ тухать. Вăл вара ĕлĕкрех шухăшлама та вăтаннă пулăмсем çинчен уççăнах калаçать. Кинемисем те вăтанса тăраканнисем мар.

– И-и, эсир халь, – текелерĕç çаксем. – Аллăран иртнĕ тесе калăн сире!

– Хăвăр епле-ши? Хĕрÿлĕхĕ çителĕклех пуль-ха, – куçне чарăлтарать юлташăм.

Çамрăк хĕрарăмĕ ĕçĕ сиенли, тепĕр чухне пуç та ыратни çинчен пĕлтерет.

– Мĕнле ĕç вара сирĕн? – пĕлесшĕн Петя.

– Заводра компрессорсене тĕрĕслетĕп, приборсене улăштаратăп. Шăршă тапса тухать.

– Пĕрешкел ĕçрех иккен эпир. Респиратор мĕншĕн тăхăнмастăр? Пуçлăхсенчен ыйтмалла, – ăс парать юлташ.

Эпĕ вĕсен ĕçĕ-хĕлне тĕшмĕртместĕп. Петя вара ăнлантарать. Çапла май хĕрарăмпа пĕр чĕлхе тупрĕ. Авă вăл унăн çăмхине тытнă, çыхнă май çипе тăсать, пулăшать.

– Пурте пĕр чустаран эсир. Шанмастăп пĕрне, – терĕ Петя умĕнчи хĕрарăм.

– Мĕншĕн-ши? – ыйтатăп чĕнмесĕр ларнă хыççăн.

– Хам чăтнă, хам пĕлетĕп. Савние Хусанта финанспа экономика институтне пĕтерсен çар чаçне ячĕç. Ытараймасăр качча сиксе тухрăм.

– Мĕн пăшăрханмалли пулчĕ вара?

– Ют майрасем патне чупа пуçларĕ. Ы-ый-й-й... Чăтаймарăм. Юлашкинчен уйăрăлтăм.

– Ачасем пур-и?

– Пĕр хĕр ача. Пăхса ÿсертĕм, иртнĕ çул качча патăм.

– Хусах арăм апла, – палăртать Петя.

– Тепре качча кайрăм. Кинешре пурăнатпăр халь.

Дачи те хăтлă иккен вĕсен. Упăшкин машина пур. Петя ăна кĕске çула велосипедпа çÿреме ăнăçли çинчен çине тăрса ăнлантарать. Хĕрарăм сăн-питрен илемлĕ. Шалпар аркăллă сенкер кĕпепе вăл, хăмăртарах кофтăпа. Тĕттĕм çÿçлĕ, хура куç харшиллĕ; писев сĕрнĕ тути пиçнĕ чие пек хĕп-хĕрлĕ; тулли кăкăрлă. Ларсан-ларсан çурăмне кантарма кăшт карăнса илет те каллех аллинчи пански йĕппипе çипе ункăлать. Петя çăмхана сÿтсе пулăшать. Шÿтлесе илеççĕ, пурнăçра пулса иртнĕ мыскарасене аса илеççĕ. Юнашар ларакан кинемей, вăтам пÿллĕскер, çамрăккин инкĕшĕ иккен. Виççĕшĕ те хурăнташсем.

– Пĕр-пĕрне хытă юратасси малтанхи каç кăмăла еплерех кайнинчен килет теççĕ, – каласа хурать Петя.

– Вăл çаплах, – пуçне çĕклет мăнтăркка та чĕрĕ шăм-шаклă хĕрарăм. – Малтанхи хутĕнчех хытă килĕштертĕм çав. Унăн арăмĕ çук. Уйрăлнă. Эпĕ хам та хăрахчĕ. Пĕрлешрĕмĕр вара.

– Чăваш-и, вырăс-и?

– Вырăс. Ку темĕн мар-ха. Ы-ы-ых! Чупаканскер пулчĕ каллех.

– Пирĕн пек ăмăртусене çÿрет-и? – пĕлмĕше перетĕп эпĕ.

– Ют хĕрарăмсем патне. Кĕрт йытти пек, – куçĕ çилĕпе тулса ларчĕ. Тин кăмăллăччĕ, халĕ хаярланса кайрĕ. – Çын калани тарам-ха. Хам куçпа куртăм вĕт. Пĕрре хайхискере шыраса хула тулашне гаража кайрăм. Питĕрмен. Машини те çук. Стена çинче вара... çаппа-çарамас майрасен сăнĕсем. Пĕтĕмпех хăй ÿкернĕ. Диванне, кавирне палласа илтĕм. Йăлт хамăрăн. Киле ертсе пырса ÿкернĕ вĕт мăнтăрккана! Ы-ый... Çара пакартасене темиçе енчен ÿкернĕ вĕт. Пурăнатăп вĕт çав арçынпа! Хĕрарăмĕ столовăйĕнче ĕçлекенскер мар-ши тесе темиçе те кайса пăхрăм. Хулара та тĕсесе çÿретĕп. Тĕл пулăп-ха, палласа илĕп-ха йĕлпĕрти туталлăскере, кÿпшеке питлĕскере... Тьху! Хăйне те йĕрлетĕп-ха. Халь командировкăра-ха. Килсен сумкине, чăматанне ухтаратăп. Каяс умĕн фотоаппаратне пытартăм.

– Маньяк! – палăртатăп эпĕ. – Ăна çав чиртен сыватаймастăн. Вăл кашни утăмра хĕрарăмпа паллашса, ăна сăн ÿкересси çинчен кăна шухăшласа çÿрет.

– Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле, – тесе хурать Петя ним пулманла. – Ырри те çук мар ĕнтĕ упăшкун. Унсăрăн юратман пулăттăн.

– Упăшкипе арăмĕ çÿпçипе хупăлчи тени чăна килмест-ши тата? – эпĕ те ирĕксĕртен сăмах хушатăп.

Кĕтерин хулинче тăхлачăсенчен каялла та пĕрлех таврăнмалла пултăр тесе уйрăлтăмăр.

– Тăванĕсем кĕтсе илеççĕ пуль-ха, – сăмахлатăп Петьăпа.

– Нимĕнле тăванĕсем патне те мар, Эрĕнпур тăрăхне качака мамăкĕ туянма каяççĕ вĕсем, – пĕлтерчĕ юлташ, лешсемпе çывăхрах та, ытларах та калаçнăскер.

Эпир çитнĕ хулара Петьăн пĕлĕшĕсем пур. Ăмăрту вырăнне çитсе хамăр килни çинчен евитлесенех вĕсем патне кайрĕ. Эпĕ – хăна çуртне. Тăххăрмĕш хутра кинемирен уçă илсе пÿлĕме кĕретĕп. Кравать патĕнчи пукан çине ал шăлли уртнă, çи виттине те тикĕссĕн витмен. Чÿрече енчине çын тĕкĕнмен. Ку ĕнтĕ манăн вырăн. Сĕтел çинче – телевизор. Тÿмине пусрăм – сасă илтĕнсе кайрĕ, часах экрана ÿкерчĕк хупларĕ. Пысăк куркана кăларса чей вĕретме лартрăм. Сумкăри апат-çимĕçе чÿрече янаххи çине сарса хутăм. Çур литр эрех кĕленчине урайне кравать пуçне вырнаçтартăм. Виçĕ эрне каялла кÿршĕне вутă таттарнăччĕ. Çавăн чухне уçнăччĕ эрехе. Черкке майлă юлнăччĕ. Килтен тухнă чухне çавна та чикрĕм: ăмăрту хыççăн шăм-шака çемçетмешкĕн юратăр терĕм.

Чейпе килтен пĕçерсе килнĕ кукăльпе çыртса апатлантăм, кăштах канса илтĕм. Вара ăмăрту вырăнне тухса утрăм. Унта тăваттăра ыранхи стартсем пирки канашлу пулмалла. Тата шăм-шака хĕртмелле, мышцăсене карăнтармалла, манежра утса-чупса кăштах тарламалла, хашкамалла.

Улттă иртсен таврăнтăм. Пÿлĕме кăштах тирпейленĕ хыççăн номере майка çине майра йĕппипе çыпăçтаратăп, чĕркесе шкафа хутăм. Алăка хыттăн шаккарĕç. Кĕçех пÿлĕме кĕскерех тĕксĕм хура пальто, хĕрлĕрех сарă йытă тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕк тăхăннă лутака арçын кĕрсе тăчĕ. Аллинче – хăмăртарах сăран сумка.

– У-у, çĕнĕ çын иккен. Пĕччен юлтăм пуль тенĕччĕ, – хĕпĕртенĕн саркаланса калаçа пуçларĕ арçын. Малалла иртсе сумкине лартрĕ. Пÿлĕме куçларĕ. – У-у-у, телефон! Килсе тÿрлетрĕç-и?

– Пĕлместĕп. Малтан çукчĕ, тепре килнĕ çĕре пур, – тетĕп.

– Эп кунта шăв-шав çĕклерĕм. Телефоншăн тÿленĕ-и? Тÿленĕ. Санран хваттер укçи мĕн чухлĕ илчĕç? Тă-тă. Хучĕ çине телефоншăн тесе те çырнă. Аппаратне вара таçта татса илсе кайнă. Пурне те ура çине тăратрăм, лартса парăр терĕм. Саккунлă-и? Саккунлă. Ăçтан эс? – пăхрĕ ман çине арçын.

– Чăвашран. Чăваш.

– Маттур. Ентешех. Ĕнер пурăнчĕ кунта ним калаçма пĕлменскер. Пĕри. Хам эп чăвашран. Кинешре лартăн-и? Пуйăспа килтĕн-и? Вăт, эп Кинешрен.

– Чăваш-и?

– Арăм чăваш. Чăвашсем лайăх çынсем. Шупашкартан – Саранска, унтан кунта çитрĕм. Командировка. Фирма валли аппаратура тупмалла. Калаçса илмелле. Кунти пÿлĕмрен телефона татса кайнă.

Алă патăмăр, эпĕ хамăн ята каларăм. Вăл:

– Вольт, – тесе пĕлтерчĕ. Хăй çине кăн-н тинкернине туйса хушса хучĕ:

– Ман ятлисем те хушăран тĕл пулкалаççĕ.

Çапла саркаланнă хыççăн тин пиншакне, çĕлĕкне хыврĕ, вĕсене алăк патĕнчи шкафа çакрĕ; сумкине сĕтел умнерех куçарчĕ те унтан тулли кĕленчесем кăлара пуçларĕ хайхискер.

– Сăра лайăх кунта. Халех хăналатăп сана, – чарăнмасăр паврарĕ Вольт. Тăватă кĕленчерен пĕрне уçрĕ, стакана яра пуçларĕ.

– Мана кирлĕ мар. Акă чей вĕрет. Ыран – ăмăрту, ваттисен хушшинче тупăшатпăр, – хирĕçлетĕп эпĕ.

Вăл ман çине кăн-н! пăхать те стаканри кăпăклă сăрана тутанарах, рехетленерех ĕçет.

– Кăлăхах алă сулатăн, – тинкерет ман еннелле. – Паха!

Тутине ал тÿртĕшĕпе шăлса илет. Сумкинчен тата икĕ кĕленче кăларать. Пĕри – вырăс эрехĕ, тепри – коньяк.

– Шампань тупмаллаччĕ. Пурччĕ. Ыран илетĕп пуль-ха, – текелет.

Эпĕ миçе çултипе кăсăкланать. Калатăп. Хăйĕнчен ыйтатăп. Манран икĕ çул кĕçĕн иккен. Пенсиччен сухамалла-ха апла. Шăлаварне хывса спорт брюкине тăхăнчĕ.– Альпинист пулнă эпĕ, – калаçрĕ малалла. – Альпинист. Эльбрус çинчен илтнĕ пуль?

– Пулнă унта. Нальчикре ăмăртăва хатĕрленнĕ чухне Чегета пĕр кунлăх кайнăччĕ.

– Эльбрус... Икĕ пуçлă. Çапла-и?

– Ку тĕрĕс. Икĕ тÿпеллĕ. Тĕве çурăмĕ пек.

– "Эльбрус" мĕн тени пулать ? Хĕр кăкăрĕ тени.

Стакана тепре тултарать, çуррине хухтарать те лартать.

– Вăт, шур çĕлĕк евĕр курăнать-и ту тÿпе? Çулла шăнса вилме пулать унта. Вĕренпе çыхăнса ту хысакĕ çумĕнче çĕр каçан тепĕр чухне. Иртрĕç ĕнтĕ манăн альпинист кунĕсем. Ту çинчен хушăка сирпĕнсе антăм. Алă, ура, сыпăсем хуçăлчĕç. Больницăра выртрăм.

– Миçе хутчен хăпартăн?

– Саккăр.

– Мĕнле разряд?

– Пĕрремĕш.

Кăшт лăпланать те ĕçĕ пирки сăмахлама пуçлать.

– Ыран – шăмат кун. Заводра ĕçлемеççĕ. Пĕри вăхăтлăха кĕрсе тухать-ха. Телефон пур – калаçса илетĕп.

Авланнăскер-ши ку, ачи-пăчи пур-ши? Хăех асăнчĕ.

– Ывăл пур. Амăшĕпе пурăнать. Ӳссе çитнĕ ĕнтĕ. Авланман. Уйрăлтăм малтанхи арăмран. Тепре авлантăм. Иккĕн пурăнатпăр. Ывăла кайса куркалатăп.

Ах, чĕлхи-çке манăн, чĕлхи! Вольтран хăюлăх çитерсе суйлавра камшăн сасăлани çинчен ыйтатăп. Çын аллине çеç сулчĕ. Малтан та хутшăнман иккен вăл суйлава. Республика пуçлăхне хăть кама ларччăр – уншăн пур пĕрех. Ман чей вĕренĕ ĕнтĕ. Сăра алтăрĕ пек пысăк куркана тирĕкпе хупласа хунă.

– Апатланăпăр, кил, – телевизор ларакан сĕтел çине пулă, сало касса хурать Вольт.

Эпĕ хамăн кĕрхи ыхрана кăларатăп. Пулли тăварлă, шыв ĕçтерет тесе ăна çиместĕп: ăмăрту умĕн пĕлсе апатланмалла-çке. Вольт эрех кĕленчине уçать, мана ĕçме сĕнет. Ăна хамăн та ăмăрту хыççăн ĕçме хатĕрленĕ сыпкăм пурри çинчен пĕлтеретĕп. Вăл пĕчченех ĕçет, пулă хуппине сÿсе çиме пуçлать.

Телевизор ятăмăр. Вырăн çинче пăхса выртатпăр. Çурма çара майрасене курсан сиксе тăрать Вольт, экран патне пырсах:

– Ах! – тесе тинкерет, аллипе тĕллесе кăтартать. – Кăкăрĕ епле!

"Хăйĕн арăмĕ хытанкаскер-ши? – шухăшлатăп. – Ют çимĕç урăхларах-шим?"

Ирпе яланхи вăхăтра ура çине тăтăм. Çĕр улми шуратса пысăк куркара яшка пĕçерме пуçларăм.

– Эс тăнă-и? – вырăн çинчен çĕкленчĕ хайхискер те. Сĕтел умне пырса сăра кĕленчине уçрĕ, тута типе пуçланă тесе пĕр стакан ярса пушатрĕ.

– Кăнтăрла иртни икĕ сехетре старт, – тетĕп эпĕ хам пирки. Тĕрĕссипе, икĕ сехетре парад пуçланать, унтан çамрăксем ăмăртаççĕ. Ваттисен виççĕ çурăра – старт.

– Хула кăтартатăп сана. Пасара çитетпĕр. Кунта юнашарах. Çуранах утатпăр, – тумланать Вольт. Çÿхе пиншак кĕсйинчен-ши, сумкинчен-ши вăл икĕ пысăк тĕрке кивелсе юлнă укçа – çирĕм пиллĕклĕххисене – туртса кăларчĕ.

– Улăштараççĕ-и кунта çакна? – ыйтать манран.

– Çук, вăхăчĕ иртнĕ, – тетĕп.

– Кунталла улăштараççĕ тесе парса ячĕ те пĕр хĕрарăм, – калаçрĕ укçана карт хутăштарнă евĕр айĕн-çийĕн иле-иле хурса.

– Союзран уйăрăлнă тахăш патшалăхра çÿрет пулас-ха, анчах кунта мар. Кунта – Раççей, – ăнлантаратăп.

Лифтпа анса фойене тухатпăр. Алăк çывăхĕнчи сĕтел хушшинче çÿллĕ арçын ларать. Пĕлĕш ăна сывлăх сунса алă пачĕ.

– Матка тупса памарăн, – терĕ. Лешĕ:

– Япăх шыратăн.

Хăйсен хушшинче тем калаçса илчĕç.

– Тыт, – Вольт сумкине ман еннелле тăсса пачĕ. – Лар, дежурнăй пул. Эпир халех, йăпăртлăха çеç.

Лифтпа хăпарса кайрĕç хайхисем. Çирĕм минутран иккĕшĕ те пичĕсене çиçтерсе таврăнчĕç. Вольт малтанхинчен те уçăрах кăмăллă. Кÿршĕ администратор пÿлĕмне кĕрсе кайрĕ. Мăнтăркка, тулли кăкăрлă майрапа çав тери евеклĕн сăмахлать, ыранлăха хваттершĕн укçа тÿлет. Ырă чĕлхе-çăварлă çынпа лешĕ те кăмăллăн пуплет.

– Шампань эрехĕ туянса уяв туса ларăттăм санпа, – тет арçын.

Майра хăйне хисеп тунăшăн хĕпĕртесе:

– Пирĕн ĕнтĕ çамрăклăх иртнĕ, – текелет. Хăй йăл-йăл çиçет.

Кантăкпа картланă сентре умĕнчен уйăрăлсан Вольт:

– Эх, кăкăрĕ епле!

– Икĕ çавра çăкăр пек, – хуравлатăп ăна.

Урам урлă каçса спорт комплексĕ еннелле утатпăр. Инçех мар пăрпа-юрпа хупланнă юхан шыв.

– Тÿртен каçар мар-и, – тетĕп.

– Каçма çук, – хирĕçлет Вольт. Чăнах та иккен, çыранĕ ку енче те, леш енче те чăнкă, тан таппи те, шыв куçĕ те пур. Эпир йăнк тăрă шыв тĕпне пăхса тăратпăр. Ăшăх тĕлтре тăмлă, хăйăрлă.

– Кунта "моржсем" шыва кĕме çÿреççĕ пуль, – сăмахлат Вольт шăнман вырăна ытараймасăр пăхса. – Кĕресшĕн мар-и?

– Çук, – хирĕçлетĕп.

– Çулла епле лайăх пуль хĕртĕнсе выртма, – тесе хурать. – Ух, çав мăнтăр майрапа пĕрле пуласчĕ. Кăкăрĕ епле унăн!

Чăнкă çĕртен хăпарса кĕпер урлă каçатпăр. Икĕ хутлă пысăк çурт патне халăх хушшинче хĕсĕнсе пыратпăр. Карусель евĕр çаврака вăл. Алăк патĕнче сутуçăсем тăра-тăра тухнă. Суту-илÿ çуртне аран хĕсĕнсе кĕретпĕр. Ай, турух! Мĕн чухлĕ уйрăм, мĕн чухлĕ кĕтес, мĕн чухлĕ тавар унта! Шăмат кун пулнăран çын питĕ нумай, иртсе пĕтме, хĕсĕннĕ çĕртен çăлăнма çук. Вольт малтанхи уйрăмах пырса сутуçипе калаçа пуçларĕ. Ăна хитрен курăнакан кĕленчесем илĕртеççĕ.

– Шампань пур-и? – ыйтать вăл.

– Мĕн пурри куç умĕнче. Хирĕçри уйрăма çитсе пăхăр, – хуравлать чиперкке.

Лешсен те çук. Тепĕр кукăра пăрăнатпăр. Кунта – сехетсем: стена çине çакмалли, пысăкки, пĕчĕкки, "куккуксем"... Касса патне çеç мар, тавара алла илме те черет тăмалла.

– Будильник. Курасчĕ. Ак çакна. Пĕчĕкки. Çавраки, – пикепе сăмахлать Вольт.

Эпĕ айккине пăрăнса юлтăм. Хирĕç сентре çинче эрех кĕленчисем, канфет курупкисем куçа илĕртсе тăраççĕ. Юлташа авăртан çаврăнса тухасса кĕтетĕп. Авă, çĕлĕкĕ касса умĕнче курăнчĕ. Кăштахран çын ман пата çитет, туяннă япалине сумкăна чикет, эрех-канфет уйрăмĕнчи пикесемпе сăмахлать.

– Коньяк миçе çăтăрли? Шампань епли? – васкамасть, тĕплĕн пĕлме тăрăшать.

Мана сумкине тыттарать, хăй укçа кăларать.

– Ытлашши памарăм-и, тавăрнине чикрĕм-и? – ыйтать манран.

Кĕтесре качака е йытă тирĕнчен çĕленĕ кĕрĕк сутаççĕ. Пĕр хĕрарăм аслă класра вĕренекен хĕр ачине шалпар çĕленĕ тума тăхăнтартса пăхать.

– Вăт, сана валлиех ку. Сан ятран çĕленĕ пекех, – тавара аллипе тытса пăхать, мухтать Вольт.

– Хама та килĕшет-ха, – хуравлать лешĕ.

Вольт татах ырлать, хĕре çавăркаласа пăхать.

– Хамăрах пĕлетпĕр, хамăрах суйласа илетпĕр, – сивлет ăна амăшĕ.

Вольт чĕнмесĕр пăрăнса утать.

– Атя тепĕр çĕре, сăн ÿкермелли таварсем курăнаççĕ ав унта, – талпăнать шалалла вăл.

Кунта вăл хаклă йышши икĕ пленка туянать. Эпĕ алăри сехете пăхатăп – вун иккĕ те çывхарать, манăн ăмăртăва ĕлкĕрмелле, илмелли-туянмалли çук, курса çÿрессишĕн халăх хушшинче хирĕнес мар тесе шухăшлатăп.

– Атя, каяр киле, – чĕнетĕп Вольта.

Алăкран ирĕке тухса тепĕр еннелле пăрăнатпăр. Кунта вара – вăрăм коридор, халăхран пулнă икĕ хÿме – ирĕклĕ сутуçă-усламçă çапла çăтă-çăтă тăнă. Епле кăна тавар çук-ши? Эп алă сулатăп – пăхмастăп та. Вольт куртка пахалать ав, тăхăнсах пăхасшăн.

– Сăран-и ку е ахальли-и? – ыйтать сутуçă хĕрарăмран.

– "Искусственнăй" паллах. Тиртен çĕлени сакăр вун пилĕк тенкĕ мар, виç çĕр аллă тенкĕ тăрать, – ăнлантарать лешĕ пин сăмахне каламасăр. Ахалех паллă: "ик çĕр" тени "ик çĕр пине" пĕлтерет.

Брезент витнĕ пысăк машина патĕнче чарăнать Вольт. Унта кăвакрах шурă тĕслĕ калпаксем, шур тилĕ тирĕнчен çĕленĕскерсем. Вĕрсен çемçе тĕкĕ вĕл-вĕл сирĕлет, çийĕнчех тикĕсленсе ларать. Сакăр вун пилĕк пин тенкĕ тăраççĕ иккен. Вольт пĕрне тытса пăхать, теприне, виççĕмĕшне... Тăхăнать. Кăшт кăвак тĕс çапнине пахалать. Арăмĕ сарăскер, кăвак куçлăскер, тăпăлккаскер ĕнтĕ.

– Мĕн тăвас? Туянас-и? – юлташ ман еннелле пăхать.

– Тĕплĕн шухăшла, апла-капла виçсе пăх, – сĕнетĕп.

– Хăçанччен пулатăр эсир? – ыйтать Вольт япшар сутуçăран.

– Тепрер сехет, – хуравлать лешĕ.

– Ак çакна ман валли хăвар, – сĕнет юлташ. – Хуçа Çĕнĕ çулта çуралнă кунне паллă тăвать. Чĕнет. Арăмăн ятуллă çĕлĕк пултăр.

Эпĕ ăна килелле васкататăп, алăран туртса тенĕ пекех малалла илсе каятăп. Тавар урамне иртсе пĕтме çук. Хула çулĕ еннелле пăрăнтăмăр, кунта та ик енче ретренех усламçăсем. Эпĕ те тĕрлĕ тавар пăхкаласа пыратăп. Пăчкă хăйри якалса пĕтнĕ, районти лавккара курманни чылай пулать. Çук-ши кунта? Акă иккен: сулăмлă тимĕре пĕри, тепри сутать. Туянтăм, питĕ йÿнĕпе.

Суту-илÿ тăвакансенчен аран иртсе пĕтрĕмĕр, автомашинăсем çÿрекен çул урлă асăрхана-асăрхана каçса çинçе кĕпер çине кĕтĕмĕр. Çынсем пире хирĕç шыв юххи пек килеççĕ, çавнашкалах пире майлăн утаççĕ. Хăваласа çитнĕ арçынран юхан шыв ятне ыйтатăп. Вăл кĕскен хуравлать. Тем хушăра ман юлташ пĕр майрапа сăмах пуçарнă. Хÿхĕмскер ырă кăмăлпах юхан шыв çинчен тĕплĕнрех каласа пама пуçларĕ. Çулла шыва кĕме, хĕвелте хĕртĕнме хула тулашĕнчи вырăнта хăтлă иккен.

– Пирĕн пата, ав çав çурта, кĕретпĕр те коньяк кĕленчи уçатпăр, – тет майрана Вольт.

– Хăвăрăн телейĕрпе хăвăрах ыр курăр, – кăмăллăн хуравлать ярăнса утакан хÿхĕм хĕрарăм.

– Хитре пек те – пÿ çитмест, тутлă пек те – шăл витмест, – йĕкĕлтетĕп юлташа.

Вăл "эй! çавсемпе" тесе аллине сулать, çапах лешĕн пĕвне тепре те пулин курса юласшăн халăх юхăмĕ еннелле пăхса илет.

Хăна çуртĕнче эпĕ ăна чÿрече витĕр ăмăрту хăш керменте пулмаллине тĕллесе кăтартатăп.

– Авă, мăн çул урлă леререхре пĕрре, тепре тата тепре трамвай йĕрĕ иртет. Çав виç урам урлă каçатăн та сăрталла улăхатăн. Сулахайра пурă тĕслĕ лапчăк çурт ларать. Çавă манеж, унта ăмăрту иртет. Пыр.

Чей хатĕрлетĕп. Тулли хырăмпа ăмăртма кансĕр пулин те выç варла старта тухма хăнăхман эпĕ. Ирпе уçнă эрех кĕленчи пушаннине асăрхатăп та:

– Эсир кунта çавăрса хума та ĕлкĕрнĕ иккен, – тетĕп юлташа.

– Э, хуралçă тăванăмпа кĕрсе тухрăмăр-çке, – евитлет вăл. – Çĕлĕке арăм валли туянмаллаччĕ-ши?

– Тĕплĕн шухăшла, виçсе пăх, – çаплах пĕр сăмах манăн. – Тавар халь пĕтмест, хушăнса пырать çеç.

– Çĕлĕкшĕн арăм ĕнтĕ мана пĕрре... – Çырас та килмест Вольт çăварĕнчен тухнине: ун пек сăмах ман чĕлхере çук, хăлхашăн та путсĕр, ирсĕр. – Çĕлĕкшĕн арăм пĕрре...тчĕ, ...тчĕ.

Телевизор янă эпир. Вольт экран умнех пырса тăрать, тулли кăкăрлă майрана:

– Ых, пĕрреччĕ, – текелесе аллине экран еннелле тăсса вылянтарать. Фотоаппаратпа çапса илмеллеччĕ куна, ательере кăларса та паратчĕç ăстасем.

Хăйĕн арăмĕ ытлашши хÿхĕмех те мар пуль çав.

Юлашки сăра кĕленчине уçать.

– Пушшисене кайса памалла, тепрер туянмалла, – тесе мана ĕçмешкĕн сĕнет.

– Куратăн, старта тухма хатĕрленетĕп, – хирĕçлетĕп.

Çара ÿт-пÿллĕ майрасем ташланă-юрланă хыççăн эфирта пурнăç çинчен, кулленхи ĕç-хĕлпе политика пирки сăмах-юмах тапранчĕ те Вольт телевизора чарчĕ. Эпĕ паçăрах пăхмастăп, итлеместĕп – манăн хамăн шухăш: старта тухма мĕн-мĕн кирлине манса хăварас марччĕ. Кăштах канас тесе вырăн çине тăсăлса выртатăп. Вольт сĕтел çине папкăран, кĕсйинчен хут хыççăн хут кăларса хурать.

– Çул çÿреве паллă тутармалли-ха ку, хам ятпа та, юлташ ячĕпе те пур. Таврăнсан унпа пĕрле ресторанта ларатпăр. Кунти ĕçе пĕчченех май килтеретĕп, – тет.

Такампа иккĕшне çула кăларса ярас пирки çырнă хушăвĕ те пур. Хут таткисем хушшинче телефон номерĕсене çырса хунисене шырать. Тупрĕ пулас кирлине. Аппарат патне пычĕ, завод хуçи патне килне шăнкăравларĕ, çыпăçуллăн, меллĕн калаçрĕ. Лешĕ паян мар, ыран кантурта пулатăп тесе пĕлтерчĕ иккен. Килĕшÿ туса çырни çине пичет хуртармалла-çке.

Хут таткисем хушшинче каллех телефон номерĕсене шырать.

– Бухгалтер, – калаçать вăл хăйпе хăй, – хĕрарăм. Ак телефон номерĕ. Çак пулмалла. Çакă.

Шăлтăрмана çавăрать. Йыхрав сасси пĕр-икĕ хут вăрăммăн тăсăлнă хыççăн лерен тытрĕç. Хĕр ача сасси.

– Аннÿ пур-и? Аннÿпе калаçмаллаччĕ, – тет Вольт.

Лешĕ кĕпçене илчĕ пулас. Пÿлĕмри çын сăпайлăн калаçать, хăй камне, ăçтан шăнкăравланине хыпарлать, ырă кун сунать. Каллех ятран-шывран хисеплĕн чĕнсе:

– Ĕç пирки мар, пĕрле кăмăллăн калаçса ларма май килмĕ-ши? Коньяк, шампань уçăттăмăр, – йăлăннăн тухать халĕ сасси.

Лешĕ хăвăрттăн-хăвăрттăн калаçрĕ. Килĕшмерĕ курăнать. Вольт кĕпçене хучĕ.

– Упăшки çук-ха унăн. Паян, ав, пÿрт-çурта тирпейлеме тытăннă иккен. Килти ĕçĕ мăй таран имĕш. Сăлтавне тупрĕ пуль. Илемлĕ хĕрарăмччĕ, – такама евитленĕн хăйпе хăй шăкăлтатать Вольт. – Так, кала, çав çĕлĕке туянмаллаччĕ-и, çук-и?

– Ун пекки пирĕн сала пасарĕнче те курăнкаланăччĕ, – хуравлатăп эпĕ.

– Туянсан арăм пĕрре питĕ юратса... – тÿрĕ сăмахсемпе тавăрать Вольт.

Эпĕ тумланнă май чÿрече умне пыратăп та тĕллесех кăтартатăп:

– Авă, кур, çав виççĕмĕш урам урлă каçсан сулахаялла парк пуçланать. Пыр. Иккĕре парад, халь иртсе пырать ĕнтĕ вăл, виççĕ çурăра манăн – старт.

– Саранскран пĕр вакунра ларса килтĕмĕр-ха, ăмăртăва терĕç. Юнашарах пĕр хĕр пулчĕ, аслă класра вĕренекенскер. Ырă кăмăллăскер. Ах, пĕрре, – выçă çын тутлă çимĕçе аса илнĕн калаçса юлать Вольт.

Эпĕ манежа çитнĕ çĕре Петя кÿршĕ облаç ачисемпе пĕрле трибуна çинче ларать, мана кăчăк туртать. Кĕçех шăм-шака çемçетме пуçăнтăмăр, унтан старт йĕрне тăтăмăр. Виçĕ çухрăма утса ăмăртма нумай вăхăт кирлĕ мар. Вун тăватă минут ытларахран Петя та, эпĕ те çула вĕçлерĕмĕр, анчах çак хушă самаях хашкаттарать, шăм-шака тыллать. Петя душра çăвăнма чĕнет мана, эпĕ тарпа исленнĕ майкăпа труссие çеç улăштарса тăхăнасшăн, килте – хăна çуртĕнче ĕнтĕ – çăвăнатăп тетĕп.

– Киле часах таврăнмастпăр, банкет пулать, – хыпарлать юлташ.

– Банкет? – тĕлĕнетĕп эпĕ. – Илтменччĕ-çке.

Чăн та, грамотăсем, парнесем илнĕ хыççăн, манежри пур ĕç-пуç вĕçленсен хуçасем пире – ветерансемпе тренерсене – тăхтама хушрĕç: ĕçкĕ-çикĕ вырăнне машинăпа каймалла-мĕн.

Коммерци уйрăмĕ йышăннă пĕр хутлă пысăках мар çурт, пÿлĕмсем, коридор, хывăнмалли вырăн пур. "Рафикпе" илсе кайрĕç пире. Пĕр пÿлĕмре сĕтелсем лартнă. Тепринче шурă чĕр çитти çакнă хĕрарăмсем пиçнĕ çĕр улми, хĕрлĕ кăшман, сухан шуратаççĕ, чăмăрла пĕçернĕ çăмарта хуппине вистеççĕ. ..."Чÿклеме пăтти" хыççăн пире хăна çуртне леçсе ячĕç.

Пÿлĕм алăкне шаккатăп, тĕртсе пăхатăп – сас-чÿ çук. Дежурнăй патне таврăнатăп.

– Килтех вăл, килтех. Хытăрах шакка, – хушать мана хĕрарăм.

Эпĕ алăка хыттăн тÿнклеттеретĕп. "А-ах" тесе сас парса Вольт алăка уçать. Çывăрнă иккен, куçне шăлкаласа уçăлтарать.

– Кĕтсе ывăнтăм сана. Мĕн вăхăт иртнĕ? – çăвар уçать вăл.

Ман хамăн та чĕлхе самаях çемçелнĕ, кăмăл çĕкленÿллĕ.

– Ĕçкĕ-çикĕре пултăм, – тетĕп. – Апат-çимĕçе турилккене хăв антарса илетĕн – мĕн чухлĕ кирлĕ çавăн чухлĕ. Эрехĕ те ытлăн-çитлĕ. Ĕç, çи. Ташла.

– Мĕншĕн мана илсе каймарăн?

– Шухăш пурччĕ, сана хам тренер вырăнне шутласа ертесшĕнччĕ. Телефон номерне пĕлместĕп – шăнкăравлаймарăм.

– Пыраттăмччĕ.

– Икĕ хутчен çĕршер грамм ĕçрĕм. Сăрине пĕр тулли стакан çеç. Виски – икĕ стакан. Хăшĕ-пĕри самаях хĕрчĕ. Ташларăмăр, майрасем пулчĕç. Мана пĕр хĕрарăм хăех ташша чĕнсе тухрĕ. Вальс çаврăнтăмăр, кăкăрĕ хама перĕнет. Çамрăкскер, пĕр вăтăр-вăтăр пиллĕк çултискер.

– Мана мĕншĕн илсе каймарăн? – вăшталанать çын.

– Телефон номерне пĕлмерĕм. Атя, тыт, – кравать хыçĕнчи эрехе илетĕп, стакансене шайлаштарса яратăп.

– Мĕнле йышши ку?

– Вырăс эрехĕ.

Вольт малтан шăршласа, унтан тутанса пăхать, вара тин ĕçет.

– Пасара тепре кайрăм. Калпака илес тесех тытса пăхрăм. Пĕри тĕсĕ тухать терĕ те, туянмарăм. Туянмаллаччĕ-ши? Арăм хĕпĕртетчĕ-ха ĕнтĕ, пĕрре ...тчĕ, ...тчĕ... Хуçан çуралнă кунне каймалла.Тен, ресторанах.

– Эсĕ тепĕр кĕленче уçнă иккен, – асăрхатăп сĕтел çинчи самаях хухнă эрех савăтне.

– А-а, унсăр мĕнле, – тет те юлташ юлнă пеккине ик стакана шайлаштарса ярать.

– Ыран ирпе киле каймалла, пуçа та тивĕ, – ытлашши супасшăн мар эпĕ.

– Пĕрле каятпăр. Ирпе килĕшĕве пичет пустаратăп та кăнтăрла çула тухатпăр, – палкать вăл.

Тепĕр сыпкăм ĕçнĕ хыççăн чĕлхем ытларах салтăнать. Каллех "чÿклеме пăтти" çинĕ чухнехине аса илсе шакăлтататăп. Вольт ăмăртура çĕнсе илнĕ грамотăна, ылтăн тĕспе сăрланă медале тыта-тыта пăхать, сăмахлать, саламласа алă парать, банкета илсе кайманшăн ÿпкелет.

Телевизор ятăмăр. Вольт сунтăхран сумкине илет, унта тем ухтарать. "Ай, фотоаппарат çук-çке ман кунта" тесе палкать, экран патнерех пырать те хĕрарăма çупăрлас пек аллине тăсать. Кăштахран ташă-юрă программи вĕçленчĕ, реклама хыççăн хыпарсен кăларăмĕ пуçланчĕ. Вольт телевизора чарчĕ те вырăнĕ çине хытă ĕшеннĕн лăштах тÿнчĕ.

Тĕк çăп-çăмăлах манăн, чĕлхе те тем сÿпĕлтетесшĕн. Тюмень, Омск, Кемĕрово атлечĕсем вуннăмĕш хутра пурăнаççĕ, вĕсем те тÿрех, банкетран таврăннă-таврăнманах, ыйха путман пуль-ха. Вольта кăшт вăхăтлăха тухса кĕретĕп тесе каласа хăварса пÿлĕме питĕрсе тухатăп, уççине дежурнăя тыттаратăп. Эпĕ сăмахлас тенĕ ачасем манран та ытларах сÿлтĕркеленнĕ, ĕç-пуç çинчен калаçма майĕ те çук. Дежурнăйпа "пăшăл пăтти" пĕçерме шухăшларăм. Хамашкалах шкул çынни пулчĕ. Хĕрĕх çула яхăн математика вĕрентнĕскер пенсие тухнă хыççăн çакăнта ĕçлет. Хĕрарăмпа чылайччен шăкăлтатрăм.

...Пÿлĕме каллех уçаймастăп – шал енчен питĕрнĕ иккен. Тăн-тăн-тăн! шаккатăп. Аранах хирĕç сасă парса Вольт алăка уçать.

– Ăçта кайса çухалтăн? Ăçта пăрахса кайрăн? – ятлаçать манпа.

– Юлташсем патне терĕм-çке.

– Ăслă çын пек хăв, анчах мана пăрахса хăварнă.

– Çывăрма выртса юлтăн-çке эс. Ĕнтĕркенĕччĕ. Часах таврăнатăп терĕм.

– Пиллĕкĕн кĕчĕç ман пата. Дежурнăйран уçă ыйтса илсе уçса кĕчĕç.

– Ют çынна мĕншĕн уçă панă вара вăл? Кайса калатăп ăна.

Вольт вырăн çинчен сиксе тăрать.

– Ан кай. Халь эсĕ те, эпĕ те ÿсĕр. Ан кай, – çула пÿлет вăл.

– Мĕншĕн ют çынна уçă парса пÿлĕме кĕртнĕ?

– Ан кай: эсĕ те, эпĕ те сыпнă. Милици чĕнеççĕ.

Çапла талпасланса илтĕмĕр те лăплантăм вара, душра ăшши-сиввине шайлаштартăм та киленĕçлĕн чăпăл кĕтĕм. Çывăрма выртнă чухне Мускав вăхăчĕпе шăп вун иккĕччĕ.

Куçа мĕнле уçса ятăм, çапла сиксе тăтăм. Чÿрече умне пырса урамран ÿкекен çутăра сехете пăхрăм – виççĕ! Вырăнти вăхăтпа пиллĕк пулать. Вăшт-вашт, вăшт-вашт пуçтарăнатăп васкавлăн. Тумланса çитсен Вольта вăрататăп.

– Сыв пул, усалпа ан асăн, – тетĕп.

– Ăçта? Мĕншĕн ирех каятăн? Пĕрле каяттăмăр, – куçне чарăлтарать вăл.

Тунти кун – киле, ытлари кун урока ĕлкĕрмелле-çке çав манăн.

Кĕтерин хулине автобуспа çитрĕм. Хам сехетпе – саккăрта, вырăнти вăхăтпа вуннăра чукун çул вокзалĕнчи касса умĕнче пултăм. Петя ыран тапранса тухать, ун валли тăванĕсем малтанах билет илсе хунă. Расписание пăхатăп, иртсе каякан ирхи пуйăссенчен пĕрин çине ларасчĕ тетĕп, пуйăс номерĕсене, хăшĕ хăçан пулассине ăша хыватăп. Кашни касса умĕнчех черет. Вун-вун пилĕк минутран эпĕ те кассир патне çитсе сăмах хушатăп.

– Кинеше çук. Тепри калăр! – татрĕ мана хура хĕрарăм.

Умри çын чиперех Мускава билет илчĕ-çке! Тепĕр касса умне тăратăп – вун пилĕк-çирĕм минутран сарă кассира хамăн ăçта каймаллине пĕлтеретĕп.

– Кинеше хальлĕхе çук. Тепри калăр, – пÿлчĕ ку та мана.

Виççĕмĕш касса умне те, юнашаррине те пытăм – пĕр хуравах. Мускава билет илекенсем урăх çулпа каяканни çине лараççĕ-мĕн.

Çитсе тăнă пуйăс тĕлне тухатăп. Манашкалли шăкăрин кунта. Чăнах та, вырăн çук. Лини çинчи хĕрарăм контролер пĕрне, çын пытарма каякана, тата икĕ милиционера, командировка ĕçĕпе тухнăскерсене, лартма пултарчĕ. Касса патĕнчен уйăрăлаймарăм, залран тухаймарăм. Ирĕкре вăтăр градуса яхăн сивĕ. Мĕн чухлĕ çаврăнтăм-ши, мĕн чухлĕ пĕтĕрĕнтĕм-ши вокзалра? Пĕтĕмпе тишкертĕм, кассăсем патне темиçе те пытăм. Халăхĕ чакмасть, кайнисем вырăнне хушăнса пырать. Залра ларма вырăн çук. Пушаннă пукана йышăнсан вăрт-варт тăрас килмест, мĕншĕн тесен эсĕ çĕкленсенех кĕтсе ывăнни пырса вырнаçать.

Ирхи пуйăса билет сутрĕç. Çирĕм икĕ сехет ирттеретĕп çак вокзалра, хăна çуртĕнчен тухнăранпа – çирĕм ултă сехет!

Буфетра икĕ стакан кофе туянса термоса яратăп та тин çеç пушаннă пукан çине тĕкĕнетĕп, çăкăр-тăвар кăларатăп. Иккĕмĕш хутри пысăк залра тултан кĕрекене хирĕç пăхмалла тенешкел вырăнта апат çыртса ларатăп, пĕкĕрĕлнĕскер хушăран хушă пуçа çĕклетĕп. Авă сарă çăм çухаваллă кĕскерех пальто, йытă тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕк тăхăннă лутра пÿллĕ арçын каçăраларах утса килет. Хам тĕлелле çитерехпе куç ярах уçăлнăн уйăрса илетĕп: Вольт! Çумĕнчех – хĕрарăм, тулли пÿллĕскер, шалпартарах хура хăмăр пальтопа, çăм тутăр çыхнă. Пит хÿхĕм темелле. "Тупса яман-ши ку?" – вĕçсе иртрĕ пуçра шухăш. Тĕсерех пăхрăм та – Кинешрен кунталла килнĕ чухнехи хĕрарăм пулчĕ тăчĕ. Тепĕр икĕ кинемийĕ те хыçран курăнчĕ. Вĕрсе хăпартнă мечĕк пек пăтă-пăтă чыхса тултарнă пысăк сумкăсемпе хăйсем. Вольт аллинче – портфельтен пысăках мар сăран сумка, ун çумне тата пир хутаç çыхса хунă. Вольтпа япшар хĕрарăм ума çитсен чарăнса тăчĕç пулин те мана асăрхаймарĕç-ха. Кинеми куçне йăлтăрттарчĕ: палласа илчĕ ĕнтĕ.

– Вольт! – чĕнтĕм эпĕ хам çума çитсе тăнă арçынна.

– Эсĕ кунта-и? Кайман-и? – сăмах хушрĕ тĕлĕннĕн.

Урă мар хăй, анчах сÿсленмен. Пулаççĕ çав виçеллĕ ĕçме пĕлекенсем, нихăçан урă пулайман апăршасем.

– Тепĕр икĕ сехетрен ăсанатăп, – билет илнĕскер вашаватлăн хушса хуратăп. Вĕсем те манпа пĕр пуйăсрах каяççĕ иккен. Касса умĕнче пурĕ те çирĕм минут çеç тăнă, эпĕ пур...

– Акă мăшăрăма куртăм, – пĕлтерчĕ Вольт тулли кăмăлпа. – Эпĕ çитнĕ çĕре касса умĕнче тăра параççĕ. Килтен ан тух терĕм те, çÿренĕ вĕсем хăйсен çулĕпе.

Хÿхĕм курăнакан хĕрарăм пăтă-пăтă сумкине çĕре лартрĕ.

– Вольт, тыт-ха, шуçтар çавăнтарах, – тет вăл арçынна.

Çак вăхăтра манпа юнашар вырăн пушанчĕ. Эпĕ те "сĕтеле" пуçтарса ура çине тăтăм, пĕлĕшсене канмашкăн сĕнтĕм.

– Инке, лар ав, – пушă пукан çинелле кăтартрĕ çамрăкрах арăм.

Манăн пукана тепĕр кинемейĕ йышăнчĕ. Вольт хăйĕн арăмĕ çумĕнче çаврăнкалать, питне-куçне йăлкăштарать. Унтан пĕшкĕнсе сумка çумĕнчи çыхха салтрĕ те мĕн пуррине кăларичченех:

– Туянтăм-ха сан валли, – тет.

Чĕркенĕ кĕмĕрккене сÿтет, кăвакрах шурă хутлама тăсать, саркалать. Шурă тилĕ калпакĕ!

– Юрать пуль терĕм те-ха. Зоя, виçеллех-ши? – йăл-йăл çиçсе куçран пăхать хăйĕнчен кĕретех çÿллĕ арăмне пĕлĕш.

Лешĕ япалана аллипе тытать, пахалать, инкĕшне, тепĕр кинемие кăтартать.

– Аван, аван, – хаклать кашнийĕ.

Пуçри тутăрне салтмарĕ, тăхăнса пăхмарĕ, миçемĕш виçине пĕлчĕ çеç Зоя. Вольт, пысăк ĕç тунăн, çакăншăн ăна тем ырри кĕтнĕн, хĕпĕртенĕ.

– Пуçтарăнса тухас умĕн пасара тепре кайрăм, уйăрттарса хунă тавара сутса яман, – хавасланать арçын.

Пуйăс сивĕ пулчĕ. Чÿрече карри пасарса юрлансах ларнă. Эпĕ плацкарт вакунăн иккĕмĕш купенчи çÿлти пушă вырăна вырнаçрăм, лешсем – шаларах. Ман çумрисем – çамрăк мăшăрсем, утиял айĕнчен тухайманскерсем пулчĕç. Ытларах пĕлĕшсем патĕнче ларатăп.

– Республикăра Президент кам пулчĕ-ши? Хăшĕ нумайрах сасă пухрĕ-ши? – пуçри канăçсăрлăх чĕлхе çине куçать.

– Пирĕншĕн пулсан пĕрех мар-и: нихăшĕ те кулач касса парас çук, – каласа хучĕ Зоя.

– Хăшĕн укçа нумайрах, çавă çĕнтерчĕ пуль. Мана ĕçке чĕнекен пулмарĕ, – куçне вылятрĕ Вольт.

Хам вырăна таврăнсан вуласа тухма ĕлкĕреймен хаçата тытатăп. Хальхи вăхăтри "обывательсен" – хăйсен пĕчĕк интересĕсем çинчен çеç шухăшлакан, ансăр тавра курăмлă çынсен – уйрăмлăхĕсене тĕшĕленĕ шăналăк пысăкăш статьяра. Ку сăмаха чăвашла мĕнле калас-ши? Пĕлĕшсен хушшинче çавнашкаллисем пур-ши? Тата ытти шухăшпа пуçа минрететĕп. Çÿпçипе хупăлчи тесе камсене калатчĕç-ха?

Кинеше çĕрле çитрĕмĕр.

– Килсе çÿре, кĕрсе тух, – тет уйрăлнă чухне Вольт мана, арăмĕ çумĕнчен шит те хăпмасăр.

Чукун çул вокзалĕнче ире кĕтсе илме лекрĕ. Çанталăк кунта сивĕ, çапах Урал тăрăхĕнчипе танлаштарсан, йăвашрах. Тул çутăлнă-çутăлман автовокзала çитрĕм. Халăх питĕ йышлă. Кассăсем умĕнче пĕр-пĕрне хĕстереççĕ. Мана хирĕç, чавсапа тĕрткелешсе, Петя килет. Билет илме ĕлкĕрнĕ вăл. Шупашкара каякан автобуса васкать. Манăн мăн салана çитмелле. Автобус çук-ха, темĕн кĕттерет.

– Леш тăхлачăсенчен салам сана, – тетĕп юлташа.

– Пĕрлех таврăнтăр-и? Зоя ятли пурччĕ-и? Калаçма кăмăллăччĕ унпа, – куçне йăлкăштарать Петя.

– Упăшкипе тĕл пулчĕç, пĕрлех таврăнчĕç, – хыпарлатăп эпĕ. – Тепĕр чухне тĕплĕнрех каласа парăп. Тĕнчере – тĕрлĕрен кĕнчеле.