Никĕсĕ çирĕп — пуласлăхĕ пур
Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕ 90 çул тултарнине паллă турĕç. Юбилее, техникумăн тĕп хуламăрти Илпек урамĕнчи 6-мĕш çуртра вырнаçнă корпусне, вĕренÿ заведенийĕн хисеплĕ ветеранĕсем, вĕрентекенсемпе студентсем, кунтан тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнисем, тĕрлĕ тытăм представителĕсем йышлăн пухăнчĕç.
Уява республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Хăй вăхăтĕнче Михаил Васильевич шăпах кунта вĕреннĕ. Строительствăпа энергетика, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕсем валли 36 пин специалист хатĕрленĕ вĕренÿ заведенийĕн ĕçне-хĕлне республика Пуçлăхĕ пысăк хак пачĕ. Пасар экономики ыйтнă пек ăста та пултаруллă специалистсем хатĕрлеме вĕренÿ заведенийĕн никĕсĕ çирĕп пулмалла. Строительство техникумĕнче вара ăс пухма, пурăнма, канма, спортпа туслашма паха майсем туса панă: икĕ вĕренÿ корпусĕ, 600 вырăнлă икĕ общежити, производство мастерскойĕсемпе лабораторисем, спорт залĕсем, икĕ стадион пур. Вĕренÿ кабинечĕсемпе вулавăшсене йăлтах компьютерсемпе тивĕçтернĕ. Кăмăл тăвакан кунта 17 специальноçпа 5 профессирен хăйне килĕшекеннине суйласа илме пултарать.
В.СОРОКИН.