«Ниçта та каймастăп, повестка кĕтетĕп»
Чăваш халăх артистки Светлана Михайлова-Ефимова К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче 30 çул ытла ĕçленĕ, 102 роль калăпланă. Çурринчен ытларахăшĕ — тĕп сăнарсем.
Пурте чунне çывăх
Театра Николай Элле директор питĕ чĕннипе 1953 çулта килнĕ. Куракансем Светлана Никифоровнăпа пуçласа «Юратнă хĕр» спектакльти /Л.Родионов/ Нюрка сăнарĕ урлă паллашнă. Кĕçех илĕртÿллĕ пике Нарспи /«Нарспи», К.Иванов/, Лушка /«Уçнă çерем», М.Шолохов/, Галина Зеркалова /«Шанман чечексем», Н.Терентьев/, Нонка /«Нонка юратăвĕ», Г.Терентьев/, Пашка /«Кай, кай Ивана», Н.Айзман/, Мильфорд леди /«Хаярлăхпа юрату», Ф.Шиллер/, Полинка /«Салтак арăмĕ», Н.Анкилов/, Занна /«Вĕр, вăштăр çил!», Я.Райнис/, Наденька /«Никита Бичурин», В.Романов/, Василиса /«Аптрамаççĕ арăмсем», А.Пидсух/, Лена /«Арканнă юрату», Н.Терентьев/, ытти вун-вун роле вылянă.
Вăл пĕтĕм кун-çулне тăван искусствăна, халăха панă, Чăваш театрне аталантарас ĕçе хăйĕн тÿпине хывнă. Чăваш Ен те актриса умĕнче парăмра юлман, 1960 çулта Светлана Никифоровна — ЧАССР тава тивĕçлĕ артистки, 1975 çулта ЧАССР халăх артистки пулса тăнă. Унăн çавăн пекех Хисеп грамотипе Тав хучĕ питĕ йышлă, «Ĕç ветеранĕ» медаль пур. Вăл тыл ветеранĕ пулнипе те мăнаçланать, Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей çулĕнче — пушшех. Иртнĕ, нихăçан таврăнми çулсем пирки аса илмелли вара пайтах.
Хăранипе юрланă
Светлана Никифоровнăн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ Чăваш Енпе кăна мар, Çĕпĕрпе те çыхăннă. 1927 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Çатра Марки ялĕнче нумай ачаллă çемьере кун-çути курнă хĕрача иккĕ тултарсан ашшĕпе амăшĕ Çĕпĕре куçса кайнă. Вĕсем Иркутск облаçĕнчи Галтэй ялĕнче пурăннă. Шкулта поляк, украин, вырăс ачисен хушшинче вĕреннĕ. Пĕрле концертсем кăтартнă. «12 çула çитсен тайгара сухăр юхтарма тытăнтăм. Вĕçĕ-хĕррисĕр вăрманта хăранипе пĕчченех юрласа çÿреттĕм. «Юрла, вара кашкăрсем пымаççĕ», — тетчĕ анне. Аслисемпе тупăшса ĕçлесе план тултарнăшăн преми пачĕç: кĕпепе пит шăлли. Кĕçех вăрçă пуçланчĕ, — каласа кăтартрĕ Светлана Никифоровна. — 1942 çулта ялти хĕр-упраçа медицинăн çулталăклăх курсне илме пуçларĕç. Курсран вĕренсе тухсан фронта е фашистсен пусмăрĕнчен ирĕке кăларнă ял-хулана ĕçлеме яраççĕ иккен. Эпĕ 15 çулта кăна. Мана йышăнмаççĕ. Макăратăп: вĕренме каяс килет. Вара атте ял канашĕнче эпĕ 1926 çулта çуралнă тесе хут çыртарчĕ. Çапла майпа Зима хулинче ял хĕрĕсемпе пĕрле вĕренме пуçларăм. Вĕреннĕ хушăра пире ĕçлеттеретчĕç те. Çĕрле аманнă салтаксен эшелонĕ вырăнти станцие çитсен ăна пушататтăмăр, аманнă салтаксене госпитале ăсататтăмăр. Кирлĕ пулсан вырăнтах васкавлă пулăшу параттăмăр. Тата салтаксем валли 300-400 грамм таран юн параттăмăр. Чăтнă, тăрăшнă. Хам ирĕкпе кайнă-çке. 1943 çулта çав курса пĕтертĕм. Пире тăван киле повестка кĕтме хушса ăсатрĕç».
Ирĕке хăнăхнăскер
Çав çулах Çĕпĕре çуллахи каникула Светланăн аппăшĕ Нина пынă. Лешĕ йăмăкне Атăл тăрăхне илсе кайма шутласа хунă иккен, ашшĕ- амăшĕпе те калаçса татăлнă. Çамрăк медик вара: «Ниçта та каймастăп, повестка кĕтетĕп», — тесе касса татнă. Айванкка темĕн çав, çул çитменнине шута та хуман. Аппăшĕ те çухалса кайман: «Повестка çитсен Чăваша телеграмма парĕç», — тенĕ. Ĕненнĕ ăна, вăл учительница-çке.
Çапла Светлана 1943 çулхи çурла уйăхĕнче Чăваш çĕрĕнче çĕнĕ пурнăç пуçланă. Çĕпĕрти ялта вырăссемпе, чехсемпе, белоруссемпе, украинсемпе юрласа-ташласа ÿснĕскер хăюллă пулнă. Тата çĕрлехи тайга вăйлă янăранине савнăран-ши — пĕтĕм сасăпа юрланă. Çак самантсем час-часах аса килнĕ ăна. Питĕ тунсăхланă.
Кунта — урăхла пурнăç. Мăн Маркара тĕпленнĕ аппăшĕпе ир-ирех хире тырă вырма тухнă. Хальччен çак ĕçе пурнăçласа курманскер çурла тытма та пĕлмен. Çавăнпа сулахай алăри кача пÿрнине кастарнă çĕвĕ халĕ те çав вăхăта аса илтерсе тăрать.
Ĕçре ĕшеннĕ пулин те хĕрсемпе каччăсем каçсерен вăййа тухнă. Светлана, чăвашла юрлама та, ташлама та пĕлменскер, Çĕпĕрти пек «барыня» ташша ташланă, такмак каланă, вĕсене ял çамрăкĕсене вĕрентнĕ. Тепĕр чухне аппăшĕ йăмăкне ытла харсăр пулнăшăн асăрхаттарнă та. Ку вара, ирĕке хăнăхнăскер, урăхла пулайман. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Надежда СМИРНОВА.
Комментари хушас