Йывăр пулин те пуçа усмаççĕ

15 Юпа, 2020

Пĕтĕм тĕнчери пекех, Чăваш Енри медиксем те коронавируспа кĕрешеççĕ, чирлисене сыватас тĕлĕшпе çур çул ытла вăй хураççĕ. Тухтăрсем хăйсен ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланине, вăй-хала шеллемесĕр тăрăшнине пурте палăртаççĕ.

Республикăри вăрçă ветеранĕсен госпиталĕ те ака уйăхĕнченпе коронавируспа чирлĕ çынсене йышăнать. Хальхи вăхăтра унта инфекци ернĕ 176 çын сипленет. Владимир Осипов тĕп врач пĕлтернĕ тăрăх, медучреждение çĕнĕ оборудованипе тивĕçтернĕ: ИВЛ аппарачĕсем, сывлăша тасатмалли хатĕрсем, мониторсем тата ытти те. Дезинфекци тумалли япаласемпе хӳтĕлев хатĕрĕсем те, эмелсем те çителĕклех. Коронавируслисемпе 147 çын ĕçлет. Медицина ĕçченĕсен сывлăхне те тĕрĕслесех тăраççĕ, кашни эрнерех тест тăваççĕ.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп гериатрĕ Нина Сидорова госпитальте сипленекен ватă çынсене куçран вĕçертмест. «Чирлекенсен хушшинче аслă ӳсĕмрисем нумай. Кашни пациентăн тĕрлĕ чир-чĕр аталанать: сахăр диабечĕ, чĕре-сыпă чирĕсем… Унашкаллисене уйрăмах сиплеме çăмăл мар. Шел те, хăшĕ-пĕри чир-чĕре çĕнтереймест. Чире парăнтаракансен хушшинче 90 çултан иртнисем пурри те савăнтарать. Эпĕ вĕсенчен тĕлĕнме пăрахмастăп: йывăр пулин те пуçа усмаççĕ, çав вăхăтра кулма пĕлеççĕ», — терĕ Нина Сергеевна. Вăл палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра тухтăрсене хавхалантарса, пулăшса пыни питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Пациентсен пурнăçĕ вĕсен тăрăшулăхĕпе, ăсталăхĕнчен нумай килет. Чун ыйтмасан медицинăра, уйрăмах çак тапхăрта, никам та ĕçлеймĕччĕ. Патшалăх енчен пулăшу пани пире ĕçлеме вăй парать», — терĕ тухтăр.

Хирурги уйрăмĕн медсестрисем Алина Евграфовăпа Галина Волкова «хĕрлĕ зонăра» вăй хураççĕ. «Ятарлă тумпа çӳреме уйрăмах питĕ йывăр. Нимĕн те тăваймăн, чăтмалла. Çиелти тума хывса хуратпăр та стационартан тухатпăр, «симĕс зонăра» кулленхи тума тăхăнатпăр. Хирурги уйрăмĕнче те коронавируслисем сипленеççĕ. Ватă çынсен суран-юхан нумай. Хăшĕ-пĕрне операци те тăваççĕ. Сывалнăçемĕн вĕсен кăмăл-туйăмĕ лайăхланать, апат çиме тытăнаççĕ. Ку пире те савăнтарать паллах», — терĕç вĕсем. Станислав Кириллов анестезиолог-реаниматолог та чирлисемпе юнашар çиччĕмĕш уйăх ĕçлет. «Юлашки вăхăтра талăкра икĕ смена ĕçленĕ тĕслĕхсем те пулнă. Ак паян кăна каçхи дежурствăран таврăнтăм. Чирлĕ çынсем каллех нумайланса кайрĕç. Реанимаци уйрăмне васкавлă пулăшу машинипе илсе килеççĕ. Сывлăхĕ лайăхлансан терапи уйрăмне куçаратпăр. Йывăр пациентсем ИВЛ аппаратпа сывлаççĕ, кардиомониторпа тĕрĕслесех тăратпăр. Реанимацине лекекенсен хушшинче çамрăксем те пур. Калăпăр, 51-ри арçын сахăр диабечĕпе аптрать, çавăн пекех вăл мăнтăр пулнипе нуша курать. Йывăр пациентсем пирки «Телемедицина» урлă ытти тухтăрсемпе канашлатпăр», — терĕ Станислав Александрович.

www.hypar.ru Госпиталь пресс-службин сăн ӳкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас