Ют регион ачисене илĕртесшĕн

6 Ака, 2021

Паян Чăваш кадет корпусĕнче федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕн заместителĕ Олег Машковцев пулчĕ.

ЧР Минситрсен Кабинечĕн Председателĕ Алла Салаева хăнана вĕренÿ учрежденин ĕçĕпе паллаштарчĕ. Чăваш кадет корпусĕнче ытти регион ачисем те пĕлÿ пухаççĕ. Пĕтĕмпе — 31 ача. Вĕсем Киров облаçĕнчен, Мари Элтан, Мускав тата Ульяновск облаçĕсенчен. Кадетсене пур енлĕн аталанмашкăн условисем туса панă. Уроксем хыççăн вĕсем тренажер залĕнче, спортзалта вăхăт ирттереççĕ. Ăсталăх лаççи те пушă тăмасть. Çав вăхăтрах пултарулăха аталантармашкăн та май пур.

Чăваш кадет корпусĕн ĕçне тата лайăхлатасшăн, ытти регион ачисемшĕн илĕртÿллĕ тăвасшăн.

www.hypar.ru Ольга КАЛИТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас