Яваплӑха туймалла, тӳрре тухни вырӑнсӑр

30 Чÿк, 2020

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе эрнесерен ирттерекен канашлура ЖКХ объекчĕсене хĕле мĕнле хатĕрлессине те хускатрӗ.

Строительство министрĕ Александр Героев респубикăра 975 котельнăй ĕçленине çирĕплетрĕ. Нумайăшĕ, шел те, кивелсе çитнĕ. Виçĕ теçетке çул усă кураканнисем те пур. Ăшă трассисен 473 килметрĕ юхăннă. Çапах вĕсене хĕле хатĕрленĕ — ĕçлеççĕ. Топливо резервĕ çителĕклĕ.

Ресурссемпе усă курнăшăн капланнă парăмсем - паянхи кун ҫивӗч ыйту. Çулталăк каяллипе танлаштарсан парӑмсем кăшт пĕчĕкленнĕ, анчах — пурпĕр пысăк, 2,8 миллиард тенкĕрен те иртет. Çав шутра ăшă энергийĕшĕн – 871 миллион, электроэнергишĕн — 445 миллион, газшăн – 1527 миллион тенкĕ. Газ тĕлĕшпе парăмсене татмалли график та палăртнă, анчах предприятисем çав графике юпа уйăхĕнче 49% пурнăçланă, чӳк уйăхĕнче вара унтан та сахалрах — 29% кăна. Хăш-пĕр район хĕле хатĕррин паспортне те илеймен.

Олег Николаев хăш-пĕр муниципалитет ертӳçисене те итлерĕ. Лешсем паспорт илейменнине тӳрре кăларма пăхрĕç-ха, анчах Олег Алекссевич кунашкаллипе çырлахма юраманнине палăртрĕ: яваплăха туймалла, тӳрре тухни вырăнсăр.

Канашлу шывсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтăва сӳтсе явнипе вĕçленчĕ. ГКЧС ертӳçи Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çынсем шывра путасси юлашки сакăр çулта чакса пынă, анчах кăçал — ӳснĕ. Пĕлтĕр 27 çын пурнăçĕ татăлнă, кăçалхи кăрлач-чӳк уйăхĕсенче — 29 çын. Хĕллехи тапхăрта та хăрушлăх пысăк — пулăçсемпе çуллен инкексем пулаççĕ. Çавна май Вениамин Иванович асăрхануллă пулмашкăн чĕнсе каларĕ. Раштавра çанталăк улшăнчăк пулмалла, çавна май пăр çирĕплĕхĕ те шанчăксăр – пушшех асăрханулăх кирлĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас