Яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа чылай ыйту хумхантарать...

20 Кăрлач, 2022

Паян "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш Енри кантурĕнче тÿрĕ лини иртрĕ.

Студентсемпе абитуриентсен ыйтăвĕсене вĕрентÿ министрĕн çумĕ Ольга Хлебникова, ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, строительство техникумĕн директорĕ Сергей Кудряшов хуравларĕç. Çамрăксем çĕнĕ профессисемпе специальноçсем, стипенди виçи, вĕренÿ заведенийĕсенчи çӗнӗлĕхсем, бюджет вырăнĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕ. Çавăн пекех общежитипе тивĕçтерессипе, тăлăхсене социаллă пулăшу парассипе, дистанци мелĕпе вĕренессипе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарнă.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕ
 

Комментари хушас