Ялăн пуласлăхĕ пысăк
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри АПК ветеранĕсемпе тĕл пулчĕ.
Хисеплĕ ватăсем республика ертӳçипе ял территорине, АПКна аталантарассипе çивĕч ыйтусене сӳтсе яврĕç. Ĕçсĕрлĕх ялсене пушатать, çамрăксене хулана хăвалать. Çав хушăрах хуçалăхсенче специалистсем çитмеççĕ. Лару-тăрăва мĕнле улăштармалла? Ветерансем ял территорине, специалистсем хатĕрлессине комплекслă аталантарма сĕнчĕç.
Тепĕр çивĕч ыйту — çĕр ĕçченĕсен продукцийĕ йӳнĕпе сутăнни. Чăваш Енри Апат-çимĕç фончĕ вара вырăнта туса илекен чĕр тавара вырнаçтарма пулăшĕ. Паллах, чи малтан — фермерсенне. Логистика центрĕ, управсем туни çак ĕçе çăмăллатĕ. АПКра хушма хуçалăхсен пĕлтершĕ те пысăк. Вĕсене пулăшассине малашне çĕнĕлле йĕркелĕç.
Тĕлпулура ытти ыйтусене те çĕклерĕç. Олег Алексеевич республика аталанăвне курăмлă тӳпе хывнă ветерансене тав турĕ.
Комментари хушас