Вун-вун шăпана чĕри витĕр кăларнă Нина Яковлевӑн - юбилей

3 Раштав, 2020

Турă ăна çут тĕнчене артистка пулмах янă. Илĕртÿллĕ сăн-пит, çаврăнăçуллă кĕлетке, илемлĕ сасӑ панă çеç мар, ĕмĕтне пурнăçлама хăй пулăшса пынă.

Пултаруллă çамрăксене суйлама Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассине - Нина Михайловнăн ялне - Чăваш театрĕн чаплă режиссерĕ К.Иванов хăй пынă. Хĕрачана тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленĕ хыççăн юлашкинчен: "Шупашкара конкурса хутшăнма пымаллах санăн",  - тенĕ. Çапла 1956 çулта Мускаври Луначарский ячĕллĕ театр институтне вĕренме кĕнĕ Нина.

1961 çулта Шупашкара таврăннă та сăнар хыççăн сăнар калăплама пуçланă. Халĕ вĕсен шучĕ çĕртен те иртнĕ. Хăй вара кăçал 80 çул тултарчĕ.

Паян К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче шăпах Нина Яковлевăн юбилей каçĕ иртрĕ те. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ, халăх юратакан актрисăна ăшшăн саламларĕ, тăван культурăна, искусствăна аталантарас ĕçре тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн тав турĕ. Олег Алексеевич Нина Михайловнăна Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăларĕ. Халăх артисткине чыслакансем татах пулчĕç: Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаков, Леонид Черкесов, ыттисем.

www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сӑн ӳкерчӗкӗсем

Рубрика: 

Комментари хушас