Волонтерсене укçан пулăшнă

10 Çурла, 2023

Медик волонтерсем Пĕтĕм Раççейри форумра грантсем çĕнсе илнĕ.

Форум вăхăтĕнче йĕркеленĕ çамрăксен проекчĕсен конкурсĕнче 52 ĕç пăхса тухнă. Вĕсенчен 5-шне Чăваш Республикинче пурăнакансем хатĕрленĕ. Татьяна Каратаевăн «Профилактика тытăмĕнчи волонтерсен отрячĕсен аталанăвĕн йĕрки» проектне 300000 тенкĕпе тĕревлеме йышăннă. Элла Немцевăн «Объективри медицина» проектне пурнăçа кĕртмешкĕн 366635 тенкĕ уйăрма палăртнă.

www.hypar.ru

фото cap.ru

Рубрика: 

Комментари хушас