Волонтерсемшĕн хĕрӳ тапхăр вĕçленмест-ха

14 Раштав, 2020

Паян «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти волонтерсен онлайн-форумне ирттерчĕ. Унăн ĕçне Раççей Президенчĕ Владимир Путин, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Председателĕ Дмитрий Медведев, федераци министрĕсем, регионсен ертӳçисем, депутатсем хутшăнчĕç.

Форумра парти Раççей регионĕсенче йĕркеленĕ волонтерсен центрĕсен коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнчи ĕç-хĕлне пăхса тухрĕç. Çĕршывăн 81 регионĕн представителĕсем йывăр çак тапхăрта тухтăрсемпе медицина учрежденийĕсене, чирлĕ çынсене, пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшни пирки пĕлтерчĕç. Чăваш Енре те волонтерсен юхăмĕ вăйлă аталаннă. РФ Патшалăх Думин депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Алена Аршинова волонтерсем коронавирусран килте сипленекенсем, шала кайнă чирсемпе нушаланакансем патне тӳлевсĕр эмелсем леçни çинчен тĕплĕ каласа кăтартрĕ.

Шел те, пандеми вĕçленесси пăхса та курăнмасть-ха. Çавăнпа та волонтерсен ĕçĕ те малалла тăсăлĕ. Форумра регионсенче ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнакансен ĕç-хĕлне туллин йĕркелеме май паракан мерăсене те сӳтсе яврĕç, сĕнӳсем пачĕç.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас