Вкладчиксене укçа тавăрса пама тытăннă

23 Утă, 2020

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ларăва ырă хыпартан пуçларĕ: панкрута тухнă «Чăвашкредитпромбанк» вкладчикĕсен укçисене тавăрса пама тытăннă. «Банк ĕçне чарса лартни республикăна самай пăлхантарчĕ, çĕр-çĕр çын, предприятипе учреждени укçи-тенкине çухатас хăрушлăх тухса тăчĕ. Çак инкекрен сыхланас тесе хамăр патра та, федераци шайĕнче те нумай ĕçлеме тиврĕ», — терĕ Олег Алексеевич.

Ĕç-хĕле коронавирус пандемийĕ те сиенлĕ витĕм кӳнĕ, вăраха янă. Малтанласа кредиторсен пухăвне çу уйăхĕн вĕçĕнче ирттерме палăртнă. Республикăра вирус сарăлнăран тĕллеве пурнăçлайман, утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче кăна онлайн мелпе тĕл пулма, кăткăс ыйтусене сӳтсе явса татса пама май килнĕ. Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнчен вара граждансене банкри укçисене тавăрса пама пуçланă.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас