«Вилĕмсĕр полка» Украинăран тарса килнисем те хутшăнĕç

26 Ака, 2022

Çĕнтерӳ кунне йĕркелесе ирттерессипе ĕçлекен ушкăнăн ларăвĕ иртрĕ. Унта темиçе ыйту пăхса тухрĕç.

Культура министрĕ Светлана Каликова каланă тăрăх, кăçал 2000 яхăн мероприяти ирттерме палăртнă. Тĕслĕхрен, Трактор тăвакансен культура керменĕнче «Астăвăм юханшывĕ» акци йĕркелĕç, Пукане театрĕнче çĕнĕ спектакль лартĕç, Туслăх çуртĕнче çавра сĕтел иртĕ, Наци библиотекинче эссесен конкурсне пуçарĕç. Йăлана кĕнĕ «Георгий хăйăвĕ», «Çĕнтерӳ вальсĕ», «Астăвăм вахти», «Вилĕмсĕр полк» акцисем куçăн майпа иртĕç. Сăмах май, «Вилĕмсĕр полка» Донецкпа Луганскран тарса килнисем те хутшăнма кăмăл тунă. Çĕнтерӳ парадне çар техникипе çар колоннисемсĕр пуçне кадетсем те хутшăнĕç. Уяв умĕн, Шупашкар сити-менеджерĕ Денис Спирин пĕлтернĕ тăрăх, урамсене илемлетĕç, палăксене, ветерансен вил тăприйĕсене тирпейлĕç. Тыл ачисемпе тăлăх арăмсен хваттерĕсене тирпейлес тĕлĕшпе «Таса чӳрече» акци иртĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас