«Вилĕмсĕр полк» йыхравлать
Паян Правительство çуртĕнче «Вилĕмсĕр полк» патриотизм акцине ирттерес ыйтупа брифинг иртрĕ. Унта «Раççей вилĕмсĕр полкĕ» общество юхăмĕн регионти уйрăмĕн координаторĕ Станислав Трофимов, РФ ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн полици пуçлăхĕн заместителĕ Михаил Можаев, ШĔМĕн Чăваш Республикинчи информаципе общество çыхăнăвĕн уйрăмĕн ертӳçин заместителĕ Руслан Минулин журналистсемпе тĕл пулчĕç.
Кăçал «Вилĕмсĕр полк» акци икĕ форматпа иртĕ. Унта онлайн мелпе хутшăнас текенсен Раççейĕн вилĕмсĕр полкĕн официаллă сайтне /polkrf.ru/ кĕрсе харпăр хăй кабинечĕ урлă çакна çирĕплетмелле. Унччен пĕрре те хутшăнманнисен çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчен сайтра регистрациленмелле, ветеран çинчен пĕлтермелле. Çавăн пекех республикăри пур районта та колоннăпа утма пулать. Вăрçăра пулнă тăванĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене йăтса утас текен Шупашкар çыннисемпе хăнасене 11 сехет те 30 минут тĕлне Наци библиотеки çывăхĕнчи сквера йыхравлаççĕ. Тĕп колонна 12 сехет те 30 минутра старт илĕ. Вăл çак маршрутпа утĕ: Ленин проспекчĕ — Карл Маркс урамĕ — Хĕрлĕ тӳрем. Унта хутшăнакансене хăрушсăрлăха пăхăнас тĕллевпе кашнине тĕрĕслĕç, тимĕр япаласене тĕрĕслекен детектор /металлодетектор/ витĕр кăларĕç. Хулара пурăнакансене май пур таран сахалрах япала пĕрле илме сĕнеççĕ. Çакна ас тăвăр: тĕрлĕ аэрозоль, эрех-сăра пулмалла мар. Ӳсĕрсене колоннăна тăма ирĕк памĕç. Маршрут тăршшĕпе вырнаçнă лавккасенче эрех-сăра сутма чарĕç, шыв вара çителĕклех пулĕ.
«Вилĕмсĕр полка» хутшăнакан çемьесене ШĔМ ĕçченĕсем ачисене куçран вĕçертме сĕнмеççĕ. Пушшех те, пĕчĕккисене аташса юласран алăран çавăтмалла. Велосипедлă, электросамокатлă çынсене те тăратмĕç. Вăхăтра ĕлкĕрейменнисем полици ĕçченĕсем ирĕк панипе колоннăна хутшăнма пултарĕç, анчах вĕсен чи вĕçне тăмалла пулать. Акцие хутшăнакансене 200 ытла Çĕнтерӳ волонтерĕ тата медик-волонтер пулăшса пырĕç. Кăçалхи «Вилĕмсĕр полка» Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă вăхăтра çапăçу хирĕсенче пуç хунă е унтан таврăнсан вилнĕ фронтовиксен сăн ӳкерчĕкĕсене кăна мар, Украинăри спецоперацирен тата ытти хирĕç-тăруран чĕррĕн таврăнайман паттăрсенне те илсе тухма ирĕк пур.
«Вилĕмсĕр полк» патриотизм акцийĕ — çутă пуласлăхшăн пурнăçне шеллемен паттăрсене асра тытмалли мероприяти. Çĕнтерӳ кунĕ те — сăваплă. Çавăнпа колоннăра тĕккелешмесĕр, пĕр-пĕрне хисеплесе утса тухасчĕ.
www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас