Виççĕмĕш центр - Красноармейскинче
Кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен РФ Пенси тата Социаллă страховани фончĕсем пĕрлешсе РФ Социаллă фондне туса хунă. Икĕ фондăн административлă инфраструктурин пĕр пайне регионсенчи аслă ăру çыннисен социаллă нушисем валли уйăраççĕ. Шур сухалсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, тĕл пулса калаçма центрсем туса хураççĕ. Чăваш Енре ку евĕр центрсене иртнĕ çулталăк вĕçĕнче Çĕрпÿпе Канашра уçнă та ĕнтĕ. Иртнĕ ытларикун виççĕмĕш центр Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн Красноармейскинчи клиент службин никĕсĕ çинче уçăлнă.
Савăнăçлă мероприятине Раççейри Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Валерий Николаев, ЧР социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова, округ пуçлăхĕ Павел Семенов, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн филиалĕн ертÿçин çумĕ Светлана Якимова, общество организацийĕсен çыннисем, пенсионерсем хутшăннă.
- Соцфондăн пилотлă проектне ĕçе кĕртсе эпир иртнĕ çул Çĕрпÿпе Канашра çакăн евĕр центрсене ĕç кĕртрĕмĕр, - палăртнă Валерий Николаев. - Вĕсен опычĕ çакна кăтартса парать: аслă ăру çыннисене ку евĕр центрсем кирлех. Кăçал çеç вĕсенче 174 мероприяти йĕркеленĕ, 2,5 пин ватă хутшăннă. Пирĕн центрсем финанспа компьютер ăсталăхне хăпартмалли вырăнсем кăна пулса тăмарĕç, халĕ вĕсенче тухтăрсемпе, пултарулăх çыннисемпе тĕл пулаççĕ, тĕрлĕ клубсем - сад ăстин вăрттăнлăхĕсене вĕреннинчен тытăнса скульптура тума хăнăхаççĕ. Пĕр сăмахпа, вăл пĕр шухăшлă çынсене тупмалли, вĕсемпе канашламалли вырăн пулса тăчĕ. Çĕршывшăн лăпкă мар тапхăрта центрсем аслă ăру çыннисене пĕр тĕвве пухрĕç: Çĕрпÿпе Канаш тăрăхĕнчи ватăсем маскировка сечĕсем çыхрĕç, окоп тĕпĕнчи çуртасем ăсталарĕç, вĕсене Украинăри ятарлă операцине хутшăнакан салтаксене ярса пачĕç.
- Красноармейскисен ĕçне ырламалла çеç, - терĕ Алена Елизарова. - Ывăл-хĕрсем ĕçре, мăнуксем ача пахчинче, халĕ аслă ăру çыннисене пухăнса калаçма центрта пурте пур: мини-вулавăш, çĕнĕ хаçат-журнал, сĕтел-пукан. Компьютер кĕтесĕнче ватăсем патшалăх çăмăллăхĕсем туянма, компьютер ăсталăхне алла илме, шашка-шахматла выляма, вăхăта усăллă ирттерме пултараççĕ.
- Вăхăт таппипе уçăлнă центр, - тесе хакларĕ ырă пулăма округ пуçлăхĕ Павел Семенов. - Кунта пенсионерсем, инвалидсем, ытти категорири граждансем хăйсен ыйтăвĕсемпе килме пултараççĕ. Çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртекенсене тав сăмахĕ каламалли çеç юлать.
- Эпир хамăр центра пĕр вăхăтрах вĕренÿ кабинечĕ, вебинарсемпе лекцисем валли усă курма та, килек-каякан валли валли хăна пÿлĕмĕ те пултăр тесе тăрăшрăмăр. Кунта кашни ватă кăмăлне каякан заняти тупĕ. Культура учрежденийĕсемпе, социаллă хÿтлĕх тытăмĕпе, общество пĕрлешĕвĕсемпе, медицина организацийĕсемпе пĕрлехи мероприятисем йĕркелĕпĕр, - терĕ клиент службин пуçлăхĕ Андрей Муравьев.
Унта çавăн пекех Çĕрпÿри клиент службин ертÿçи Елена Игнатьева, Пенсионерсен Союзĕн Çĕрпÿпе Трак енри уйрăмĕсен пуçлăхĕсем Надежда Антоновăпа Альбина Дмитриева, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» патшалăх фончĕн ертÿçин çумĕ Светлана Якимова, Трак енри тĕп сыватмăш учрежденийĕн пуçлăхĕ Майя Григорьева сăмах илчĕç.
Хăнасем нумай функциллĕ залпа паллашрĕç. Вăл ватлăх енне сулăннă çынсене хăйсен тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме çирĕп майсем туса парать. Юлашкинчен Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пуçлăхĕ Валерий Николаев округ тата Трак енри тĕп сыватмăш ертÿлĕхĕпе малашне килĕштерсе ĕçлес тĕлĕшпе тунă килĕшÿ çине алă пусрĕç.
www.hypar.ru Юрий Борисов сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас