Ветеринари йĕркинче – çĕнĕлĕх
Выльăх пусассипе ĕçлекенсен çĕнĕ йĕркене пăхăнмалла пулĕ. Анчах ку выльăх-чĕрлĕхе хăйсем валли ӳстерекенсене пырса тивмест.
Чĕр чунсемпе кайăксене пусма илсе килсен чи малтан Патшалăх ветеринари службин специалисчĕн пĕрле илнĕ документсене тата ветеринари препарачĕсемпе усă курнине пĕлтерекен информацие тĕрĕслемелле. Пĕр вăхăт апат çитермесĕр тытмасан, 14 кунран кĕçĕнрех, учета тăратман тата хурт-кăпшанкăран хӳтĕлекен препаратсемпе усă курнă пулсан чĕр чуна пусма юрамасть. Инфекци чирĕ ернĕ е чĕр чунран хатĕрленĕ апат çинĕ пулсан та ирĕк памаççĕ. Кайăксене вара грави панăранпа — 12 кун, пулăпа е пулă çăнăхĕпе апатлантарнăранпа 10 кун иртмен пулсан, çавăн пекех тислĕкпе вараланасан пусма юрамасть. Çĕнĕ йĕрке кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2028 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен вăйра тăрĕ.
Комментари хушас