Вăрçăринчен кая мар паттăрлăх

2 Раштав, 2020

«Çапăçусенчи харсăрлăхшăн паракан медале те, ĕçри паттăрлăхшăн чыслакан медале те пĕр металран шăратса тăваççĕ», - поэтăн çак йĕркисене ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ çумĕнчи общество канашĕн ертÿçи Наталия Партасова ахальтен аса илмерĕ. Унăн шучĕпе, шурă халатлă çынсем паян, COVID-19 алхаснă тапхăрта, вăрçăринчен кая мар паттăрлăх кăтартаççĕ, çавăнпа та вĕсене халь тимлĕх тем пек кирлĕ, тав сăмахĕсем темрен хаклă.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев юнкун коронавируспа чирлĕ çынсене пулăшакан медицина ĕченĕсене пулăшас ыйтупа канашлу ирттерчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре паян асăннă чир ернĕ çынсем йышăнакан койкăсен шучĕ 3,3 пине яхăнах. Вĕсене сиплес енĕпе пин-пин врачпа медсестра тăрăшать — кану кунĕсене, кунне-çĕрне пĕлмесĕр. Пулас медиксене те, студентсене, çак ĕçе явăçтарнă — 600 çын таран. Тата волонтерсем — вĕсем те май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ. Олег Алексеевич иккĕленмест: чăваш халăхĕн ниме йăли çак тĕслĕхре те пулăшма тивĕç - кашни хăйĕн вăйне пĕчĕккĕн хушсан пĕрлехи калама çук пысăк вăй пулĕ, çакă усал чире пуçĕпех тĕп тăваймасан та ăна парăнтарма май парĕ.

Наталия Партасова республикăра «Тавах сире, тăван тухтăрсем» акци пуçарасси çинчен пĕлтерчĕ. Шурă халатлă çынсем валли Çĕнĕ çул тĕлне парнесем хатĕрлесшĕн. «Хĕл мучи» хутаçĕнче пылак çимĕçсем кăна мар, ачасем хăйсен аллипе ăсталакан парнесем те пулĕç. Çавăн пекех кашни районпа хуларах медиксене тав тăвакан баннерсем çакасшăн. Тата — чĕре формипе тунă артоб±ектсем. Вĕсене те кашни райцентртах вырнаçтарма палăртнă. Вăл иккĕленмест: пандеми шурă халатлă çынсене хисеплес туйăма питĕ пысăк витĕм кÿчĕ. Коронавируспа чирлесе сывалнă çынсем вĕсене вутăшписемпе танлаштараççĕ.

Наталия Юрьевна парнесене 17 пин медике парасси çинчен каларĕ те – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимр Степанов ку цифрăна пысăклатма сĕнчĕ: 17 пин шутĕнче — врачсемпе медсестрасем кăна, анчах сывлăх сыхлавне тивĕçтерекенсен йышĕ чылай анлăрах — 27 пин. Пĕрисене кăна парне парсан ыттисем кÿренесси те часах. Наталия Партасова хăйĕн хучĕсенче тем тÿрлетсе çырчĕ — парнесен шутне хушма тивет-тĕр.

Чăваш Ен аталанăвĕн «Пĕрле» фончĕ те медицинăна пулăшас ĕçе çанă тавăрсах кÿлĕннĕ. Унăн попечительсен канашĕн председателĕ, Обязательнăй медстрахованин территори фончĕн директорĕ Вячеслав Александров ыркăмăллăх шучĕпе пурнăçлакан ĕçпе паллаштарчĕ. Ака уйăхĕнче йĕркеленĕ фонда 37 организаци, предприниматель, уйрăм çын укçа хывнă ĕнтĕ — пĕтĕмпе 20 миллион тенкĕ пухнă. Çак укçана сиплев учрежденийĕсем валли оборудовани туянма янă, 6 миллион тенкĕ уйăрса 161 врача укçан пулăшнă, коронавируспа чирлисене сиплекен медиксене вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕкеленĕ тата ытти те.

Вячеслав Николаевич ака уйăхĕнчен тытăнса юпа уйăхĕччен коронавируспа кĕрешме, чирлисене сиплеме пĕтĕмпе 1,8 миллиард тенкĕ уйăрнине çирĕплетрĕ. Чÿк, раштав уйăхĕсемшĕн çак кăтарту татах пысăкланĕ. Вăл ОМС фончĕн укçин çителĕксĕрлĕхĕ пирки те сăмах пуçарчĕ: коронавируса пула 866 миллион тенкĕлĕх дефицит пулать — ăна саплаштарасси пирки Мускавпа калаçу пырать. Олег Николаев хăй енчен те витĕм кÿме шантарчĕ: çитес эрнере шăпах тĕп хулара пулĕ — ыйтăва татса пама тивĕç çынсемпе калаçма хатĕр.

Халь «хĕрлĕ зонăра» ĕçлекен çынсене витаминсем туянса парасшăн — вĕсене кунашкал пулăшу та кирлĕ. Кунашкалли кăна та мар. Врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институт ректорĕ Роман Матвеев палăртнă тăрăх, малалла мĕн пуласси тĕлĕшпе уçăмлăх çукки, питĕ пысăк яваплăх тата çак тапхăрта вĕсем çине калама çук пысăк ĕç тиенни врачсен сывлăхне те япăх витĕм кÿрет. Професси, çынлăх енĕпе «çунса каясси» те часах. Çавăнпа больницăсенче вĕсене тивĕçлĕ кану условийĕсем туса пани вырăнлă. Хăш-пĕр сиплев учрежденийĕнче кун пек опыт пур — ăна сарма тăрăшмалла.

Халăх фрончĕн хастарĕ Елена Доманова врач вара медиксене юридици пулăшăвĕ кÿресси пирки сăмах пуçарчĕ. Коронавируспа çыхăннă çивĕч ĕç-пуç кăшт лăплантăр-ха – шурă халатлă çынсем тĕлĕшпе тăратакан тавăçсен хумĕ çĕкленĕ. Вилнĕ пациентсене пулăшайманнишĕн, сывлăха сиенленишĕн… Çак саманта та асра тытмалла.

Вăл çавăн пекех медицина кадрĕсене хамăр патра упраса хăварас, вĕсем укçаллă хуласене куçас туртăма пÿлес енĕпе те мерăсем йышăнма ыйтрĕ. Тата — врачсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси. ФАПсем тăватпăр — питĕ лайăх, анчах, ун шучĕпе, çав пунксемпе пĕрлех врачсем валли пурăмалли лаптăк та тума пулать. Унашкаллине Елена Михайловна Германире курнă — питĕ меллĕ. Пĕрремĕш хутра врач ĕçлет — чирлисене йышăнать, иккĕмĕшĕнче вара пурăнать. Чылай чух çынсене çĕрле те пулăшу кирлĕ, врач е фельдшер ФАПран инçе пурăнать пулсан унта пыма та мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ. Капла вара пĕтĕмпех алă айĕнче — кирек хăш вăхăтра пулăшу кÿме хатĕр.

Олег Николаев сĕнÿ интереслине палăртрĕ. Паллах, вăл пур çĕрте те вырăнлă пулмĕ, анчах уйрăм тĕслĕхсенче ФАПпа пĕрле хваттер туни чăннипех меллĕ пулмалла.

Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Алексеевич паянхи тĕл пулу шурă халатлă çынсене тĕрев парассипе, вĕсем тĕлĕшпе тимлĕхе ÿстерессипе çыхăннă ĕç пуçламăшĕ кăна пулнине çирĕплетрĕ. «Эпир пурте çынсем, кашниех тимлĕх кĕтет. Çав шутра — медиксем те», — терĕ вăл шурă халатлă çынсене хисеп туни пире ырăрах тата вăйлăрах пулма пулăшассине палăртса.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас