Вакцинацирен мар, чиртен хăрамалла

18 Çĕртме, 2021

Валерий Франтов, спорт ветеранĕ, 65 çулта:

— Эпĕ — спорт çынни. Тĕрлĕ хулана час-час тухса çӳретĕп, ăмăртусене хутшăнатăп, нумай çынпа тĕл пулатăп. Прививкăна нарăс-пуш уйăхĕсенчех тутартăм. Пурнăç тăршшĕпех тĕрлĕ чиртен прививка тăваççĕ, çавăнпа пĕр шикленмесĕрех больницăна утрăм. Черете çырăнмасăрах «Спутник V» вакцинăпа укол турĕç, справка пачĕç.

Прививка тутарнă кун хама аванах туйрăм, анчах ир енне пуç ыратма тытăнчĕ, тепĕр кун вăй çукчĕ, виççĕмĕш кунне кăмăл-туйăм йĕркеленчĕ. Иккĕмĕш укол хыççăн нимĕн палли те пулмарĕ. Виçĕ кун асăрхантăм: йывăр ĕçлемерĕм, тренировкăна тухмарăм. Тăваттăмĕш кун хăнăхнă йăлапа чупма пуçларăм, бассейна çӳреме тытăнтăм.

Вакцинаци епле иртни çинчен пĕлĕшсемпе юлташсене те каласа кăтартрăм. Манран тĕслĕх илсе хамран чылай çул аслă тусăм та больницăна кайрĕ. Унăн та ман евĕрлĕ симптомсем пулчĕç. Темшĕн нумайăшĕ вакцинацирен шикленет. Унран мар, чиртен хăрамалла. Чирлекенсем нушаланнине пĕрре мар илтнĕ. Ку чир сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене те ерме пултарать, çавăнпа асăрханмаллах. Эпĕ халĕ те общество вырăнĕсенче маска тăхăнатăп.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас