Вакцинаци аванах иртрĕ

30 Çĕртме, 2021

Виктория КАСМАКОВА, Канаш районӗн хӗрӗ, Мускаври медицина центрĕн ĕçченĕ:

Коронавирус чирĕ ан çаклантăр тесе çу уйăхĕнче прививка тутартăм. Вакцинацин 2-мӗш пайӗ вара ҫӗртме уйӑхӗнче иртрӗ. Медицина ĕçченĕ пулнă май кашни кунах çынсемпе тĕл пулма, калаçма тивет пирĕн. Çавăнпа та сыхланмаллах. Вакцинациленнĕ хыççăн хама аванах туятăп, организм канăçсăрланни пулман. Чирлес пулсан та прививка хыççăн ăна çăмăллăнах ирттерсе яма пулать тесе шухăшлатăп. Сывлăхран хакли нимĕн те çук, вăл хамăртанах килет-çке. Çавăнпа та ăна упрамаллах. Çак хăрушă чире çаклатас марччĕ-ха.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас