Вăхăтра туса пĕтермен хваттерсене графикпа килĕшÿллĕн хута ямалла

14 Раштав, 2020

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев граждансен — пая кĕрсе нумай хваттерлĕ çурт тутаракансен правине хÿтĕлессине тухăçлă йĕркелеме туса хунă ĕç ушкăнĕн ларăвне ирттерчĕ.

Ăна уçса каланă сăмахĕнче пайçăсене хваттер илме пулăшассишĕн республикăн ĕç тăвакан органĕсен пĕтĕмпех тумаллине аса илтерчĕ, тĕрлĕ сăлтава пула чарăнса тăнă строительствăна малалла тăснине çирĕп тĕрĕслесе тăма, вăхăтра туса пĕтермен хваттерсене графикпа килĕшÿллĕн хута яма ыйтрĕ.

Пайçăсен умне тухса тăнă çивĕч ыйтусене татса памалли графикпа килĕшÿллĕн тумалли ĕçсен мероприятийĕсене еплерех пурнăçлани çинчен ЧР строительство министрĕ Александр Героев пĕлтерчĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков вырăнти хăй тытăмлăх органĕн специалисчĕсем пайçăсем укçа тÿлесе тутаракан обĕектсенче куллен пулса йывăрлăхран тухмалли майсене шырани çинчен каласа пачĕ.

Строительствăна вĕçлессипе çыхăннă мероприятисене пурнăçлас ĕçсем еплерех пынипе граждансен — республикăра пая кĕрсе нумай хваттерлĕ çурт тутаракансен правине хÿтĕлекен фонд ертÿçи Владимир Константинов паллаштарчĕ. Пурăнмалли çуртсен проекчĕсемпе çыхăннă ыйтусене «Чăвашгражданстрой» обществăн генеральнăй директорĕ Евгений Арсентьев тата «ПСК-Проект» общество директорĕ Алексей Портнов ăнлантарчĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ

Рубрика: 

Комментари хушас