Вӑхӑта усăллӑ ирттерни сиенлӗ йӑла-йӗркерен пистерет

24 Раштав, 2020

Паян Чӑваш Республикинчи наркотиксемпе кӗрешекен комиссин черетсӗр ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пычӗ.

Ларура наркотиксемпе кӗрешмелли политикӑн стратеги тӗллевӗсене пӑхса тухса ҫирӗплетрӗҫ. Ҫавӑн пекех аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвн илнӗ ҫамрӑксене ӗҫпе тивӗҫтересси пирки калаҫрӗҫ. ЧР ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова республикӑри ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсем пурнӑҫлакан ӗҫсем пирки каласа кӑтартрӗ. Культура сферинчи ӗҫ-хӗлпе Светлана Каликова паллаштарчӗ. Тӗрлӗ мероприятие явӑҫтарни ҫамрӑксен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме пулӑшать. Ҫамрӑксене спортпа туслаштарни, сывӑ пурнӑҫ йӗркине хисеплеме вӗрентни те сиенлӗ йӑла-йӗркерен пистерет. Ку енӗпе те, ЧР спорт министрӗ Василий Петров палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра нумай ӗҫ пурнӑҫланать.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сӑн ӳкерчӗкӗсем.

Комментари хушас