Усламçăсене пулӑшаҫҫӗ
Бизнеса аталантарма сахал мар укҫа кирлӗ. Производствӑна ӳстерме е ҫӗнӗ ӗҫ пуҫарма усламҫӑсене Республика Правительстви тӗрев парать.
Вӑтам тата пӗчӗк бизнеса пулӑшакан Агентство предпринимательсене пӗчӗк процентпа кивҫен укҫа парать. Ҫак кунсенче 6 пинмӗш займ панӑ агентство! Ӑна тивĕçекенӗ - Улатӑр хулинчи стоматолог, вӑл хӑйӗн клиники валли хушма хатӗрсем туянасшӑн.
Палӑртмалла, вӑтам тата пӗчӗк бизнеса пулӑшакан Агентство хӑй ӗҫлеме пуҫланӑранпа 2800 предпринимателе кивҫен укҫапа тивĕçтернӗ.
Комментари хушас