Учительпе вĕренекен пĕр хум ҫинче пулмалла, шкулсенче вĕрентӳ ĕҫне кӑна мар, воспитани ыйтӑвне те пысӑк тимлĕх уйӑрмалла

25 Çурла, 2023

Ҫапла палӑртрĕҫ паян педагогсен ҫурла уйӑхĕнче иртекен йӑлана кĕнĕ канашлӑвĕнче. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрĕнче пулчĕ. Унта влаҫ тытӑмĕнче ĕҫлекенсем, вĕрентекенсем, педагогика ĕҫĕн ветеранĕсем хутшӑнчĕҫ.

Учительсене видео урлӑ РФ ҫутĕҫ министрĕ Сергей Кравцов саламларĕ.

ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра вĕренӳ тытӑмĕ ҫĕнелсех пырĕ. Шкулсене тĕплĕн юсас, ҫĕнĕ оборудованипе тивĕҫтерес ĕҫ малалла пырать. Вĕрентекенсене малашне те хавхалантарсах тӑрĕҫ. Ҫитес вĕренӳ ҫулĕнчен ачасем ҫĕнĕ кĕнекесемпе вĕренме тытӑнĕҫ.

www.hypar.ru

Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта...

Комментари хушас