ТОСсем халăх влаçĕн витĕмлĕ элеменчĕ пулса тăрĕç

19 Утă, 2022

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн черетлĕ ларăвĕнче территори общество хăй тытăмлăхне аталантармалли стратеги проектне тишкерсе хакларĕç. Олег Николаев каланă тăрăх, кăçал 19 муниципалитет округĕнче депутатсен суйлавĕ иртмелле, ялсенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсем пĕр шайлă управлени тытăмĕ çине куçĕç. Ял тăрăхĕсен ертӳлĕхĕн вырăнне, ун шучĕпе, шăпах ТОСсем йышăнма тивĕç.

«Ĕçе тĕрĕс йĕркелесен, — иккĕленмест Олег Алексеевич, - ТОСсем халăх влаçĕн витĕмлĕ элеменчĕ пулса тăрĕç, граждансене пулăшса пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пултарĕç».

Вĕсене пуçарулăх никĕсĕ çинче йĕркелемеле — унсăрăн усси пулмĕ. Территори общество хăй тытăмлăхĕн аталанăвĕн стратегине пурнăçламаллаи инструмент вырăнĕнче вăл муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн компетенцисен центрне курать. Вăлах ТОСсен ĕçне йĕркелекен документсене хатĕрлессине хăйĕн çине илтĕр.

Олег Николаев ку енĕпе хăш-пĕр регионăн опыт пысăккине те палăртрĕ. Коммерципе çыхăнман, социаллă тĕллевлĕ тытăмсем пулнă май Президент гранчĕсемпе усă кураççĕ — самай пысăк укçа илме пулать. НКОсем, çӳлерех каларăмăр, тĕрлĕ проектсемпе грантсене тивĕçеççĕ — çак майпа ТОСсем те анлăн усă курма пулатараççĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас