Тирпейлекен производство илĕртет

18 Утă, 2022

Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче республикăра 8318 çын ĕç сыхлавне вĕреннĕ, вĕсенчен 2582 — пĕчĕк бизнес субъекчĕсен ĕçченĕсем.

Вĕренес текенсем экономика ĕçĕн çак тĕсĕсене суйланă: «тирпейлекен производство» — 1999 çын, «вĕренӳ» — 1614 çын, «строительство» — 1096 çын, «ытти пулăшупа тивĕçтересси» — 919 çын, «сывлăх сыхлавĕпе тата социаллă пулăшусемпе çыхăннă ĕç» — 584 çын тата ытти те. Çавăн пекех 1957 ертӳçĕпе заместитель тата 453 ĕç хуралĕн специалисчĕ вĕренӳ курсĕсене тухнă. Пĕлĕве пысăклатас майпа ытларах Вăрнар, Муркаш, Шупашкар тата Канаш районĕсем усă курнă. Чи малта пыракансем — Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем. Палăртмалла: кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ĕç сыхлавĕн пĕлĕвне çĕнĕ йĕркепе тĕрĕслĕç. Унпа право информацийĕн официаллă порталĕнче паллашма пулать.

www.hypar.ru

Комментари хушас