«Типĕ» уяв, министр кушакĕ тата ытти çинчен

14 Çĕртме, 2023

Юнкун пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ ларура Правительство ултă саккун проектне тишкерсе ырларĕ, Министрсен Кабинечĕн чылай йышăнăвне улшăну кĕртрĕ, ытти ыйтăва татса пачĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă хутшăнусене йĕркелесси çинчен калакан саккуна кĕртмелли тӳрлетӳсемпе строительство министрĕ Павел Данилов паллаштарчĕ. Проектра тăлăх ачасем пурăнмалли çурт-йĕр туянмалли социаллă тӳлеве иртерех илессине палăртнă. Унччен çак правăпа вĕсем 23 çул тултарсан усă курма пултарнă, малашне тӳлеве 21 çултанах илейĕç.

Министр кăçал тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтермешкĕн республика бюджетĕнче 660 миллион тенке яхăн пăхса хăварни çинчен пĕлтерчĕ. Çав шутра 71 миллион тенке яхăн — федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа. Кăçал 315 тăлăха çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă. Вĕсенчен 65-ĕшĕ çурт-йĕр сертификачĕ илĕ. Михаил Ноздряков çак цифрăсем пысăкланма пултарассине палăртрĕ. Муниципалитетсемпе канашлама сĕнчĕ: тăлăхсем валли хваттер туянмашкăн хушма заявкăсем пулсан укçа виçине ӳстерме май пур...

Çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси унăн уйрăм положенийĕсене федераци саккунĕсемпе çураçтармаллипе сăлтавланнă. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Эмир Бедертдинов çав улшăнусем çĕр айĕнчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ пуянлăха кăлармалли правăна аукционсăр памалли йĕркене вăя кĕртессине çирĕплетрĕ. Çак механизм строительствăра усă куракан пуянлăхпа — хăйăрпа, ыттипе — усă курассине ансатлатĕ, уçăрах тăвĕ.

Патшалăх ветеринари службин ертӳçи Александр Шакин килти чĕр чунсене пăхса усрамалли çĕнĕ требованисемпе паллаштарчĕ. Çав шутра — чĕр чунсене регистрацилесси те. Туяннă хыççăн 15 кунрна кая юлмасăр регистрацилемелле-мĕн. Çавна май Михаил Ноздряковăн та ыйту çуралчĕ: «Манăн кушак аçи пур — мĕн тумалла?» Александр Валерьевич чĕр чунсен хуçисен ветеринари службине çитмелли пирки асăрхаттарчĕ. Михаил Геннадьевич вара çак самантсене ветслужба сайтĕнче тĕплĕ ăнлантарма сĕнчĕ. Килте тĕрлĕ чĕр чун тытакан граждансем çĕнĕ требованисене пĕлччĕр, пĕлменни вĕсене административлă майпа явап тыттармалли сăлтав пулса ан тăтăр. Сăмах май, республикăра йытă-кушак хуçисем ветеринарсенчен пулăшу ыйтнă тĕслĕхсенче чĕр чунсене регистрацилеççĕ те ĕнтĕ.

Бюджет учрежденийĕсен тытăмне оптимизацилессипе çыхăннă черетлĕ йышăнусем пулчĕç. Улатăрти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тата çамрăксен социаллă реабилитаци центрне пĕтĕçтерес ыйтăва тавлашмасăр ырларĕç. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова çакă çулталăкра 2 миллион тенкĕ перекет кӳрессине палăртрĕ. Михаил Ноздряков кунашкал тĕслĕхсем маларах пулнипе кăсăкланчĕ те — Алена Геннадьевна унччен Канашра çак мелпе социаллă икĕ центра пĕрлештернине, чăрмавсем тухса тăманнине аса илтерчĕ.

Медицина учрежденийĕсене пĕтĕçтерессипе çыхăннă пуçару вара ыйтусăр пулмарĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Гладнев «Хулан 1-мĕш клиника больници» бюджет учрежденине çĕнĕлле йĕркелес ыйтăва çĕклерĕ. Сăмах ăна хулан 2-мĕш больниципе тата П.Н.Осипов ячĕллĕ пĕрремĕш больницăпа пĕрлештересси пирки пырать. Çак утăм, Владимир Юрьевич çирĕплетнĕ тăрăх, упрвлени тытăмне виçеллĕ тунине, администраци йышне 68 çын чухлĕ чакарнине кура кăçалхи пилĕк уйăхрах 16 миллион тенкĕ перекет кӳмелле.

Патшалăх Канашĕн спикерĕ Леонид Черкесов Правительство ларăвĕсенче ытларах итлет — сăмах вакламасть, анчах ку хутĕнче вăл та чĕнмесĕр тӳсеймерĕ — оптимизаци чи малтан чирлисемшĕн, врачсемшĕн хăйсемшĕн меллĕ пулмаллине палăртрĕ. Больницăсене пĕрлештерсен ватăсен, калăпăр, инвалидлăхне çирĕплетмешкĕн тĕп врача алă пустарма хулан пĕр вĕçĕнчен теприне — Константин Иванов урамĕнчен Трактор тăвакансен проспектне — çӳреме тивĕ. Çакнашкал ĕç-пуç чăрмавсем кăларса тăратнине ачасен медицина учрежденийĕсене пĕтĕçтерни те çирĕпелетет. Врачсем кăмăлсăр-мĕн: тĕп врач вăл е ку хута алă пусасса эрне кĕтме тивет теççĕ. Çавна май парламент спикерĕ Сывлăх сыхлавĕн министерствин ертӳлĕхне асăннă ыйтусене татса пама сĕнчĕ. Калăпăр, «пĕрлешекен» болницăсенче те тĕп врач вырăнне алă пусма пултаракан çын пултăр.

Владимир Гладнев вĕсенче те администраци представителĕсем пулассине çирĕплетрĕ-ха, анчах Михаил Ноздряков ПК Председателĕн сĕнĕвĕ вырăнлине палăртнă май министр тивĕçĕсене пурнăçлакана ку самантсене шута илмелли пирки хытарсах асăрхаттарчĕ: çĕнĕлĕхсем пациентсемшĕн чăрмавсем кăларса ан тăратчăр.

Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕсене тӳрлетӳсем кĕртни пирки вак-тĕвек теме пулать-тĕр — кашнинпех паллаштарни кирлĕ мар. Çапах пĕрин çинчен каласа хăвармаллах. Правительство çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче лавккасенче алкоголь сутма чарассине çирĕплетрĕ. Çук, ку Республика кунĕпе сăлтавланман. Урăх уяв «айăплă» — Çамрăксен кунĕ. Хальччен ăна çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче паллă тунă, анчах студентсемпе ирттернĕ тĕл пулура çамрăксем ыйтнипе Раççей Президенчĕ Владимир Путин вĕсен уявне çĕртме уйăхĕн юлашки шăматкунне куçарма йышăннă. Кăçал шăпах 24-мĕшне лекет, çавна май пĕрер кун та пулин маларах хатĕрленмесен Республика кунне «типĕлле» ирттерме тивесси те часах.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас