Театрта — çĕнĕ сезон!

15 Авăн, 2021

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти Çамрăксен театрĕ хăйĕн черетлĕ сезонне уçрĕ. Пултаруллă артистсем сцена çине çĕнĕ спектакльпе - Ольга Туркайăн пьеси тăрăх лартнă «Савтепи» легенда-юмахпа — тухрĕç.

Тĕп сăнар — тăлăх ӳснĕ пике Савтепи. Унăн савнийĕ — Акмане. Çамрăксем çемье çавăрса, пĕр-пĕрне юратса пурăнма ĕмĕтленеççĕ. Анчах шухăшланă пек пулмасть — Акмане вăрçăра çухални пирки хыпар килет.

Анчах хăюллă Савтепи кунпа килĕшесшĕн мар. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. Аслă Турă "Пурнăç кĕнекинче" епле çырса хунă, çапла пулать те. Савтепи Акмане шăпине улăштарас тĕллевпе Юркан ватă юмăç патне каять, вăл пулăшнипе савнине шырама тухать. Пикене йывăрлăхсем хăратмаççĕ, вĕсене парăнтарса чăваш туррисем патне çитет, савнийĕ пирки ыйтса пĕлет. Тĕп сăнар вĕçсĕр çул çӳревре. Акманене шырама тухнă Савтепи нимĕнрен хăрамасăр юрату туйăмĕпе çунатланса малалла утать.

Чи пысăк хăват — çынра. Эпир кулленхи пурнăçра мĕнпе те пулин кăмăлсăрланатпăр, тем çитмест пекех туятпăр, пуррине хакламастпăр. Çыннăн хăйĕн сăн-сăпатне çухатмалла мар, килĕшӳре пурăнмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла.

«Савтепи» спектакль мĕнпе вĕçленет-ха? Юрату туйăмĕпе çунатланнă хăюллă пике савнийĕ патне çитеет-и? Çакна вара спектакле курсан пĕлме пулать.

www.hypar.ru Татьяна Ишмуратова сăн ÿкерчĕкĕ

 

Рубрика: 

Комментари хушас