Театра — çемьепе

16 Юпа, 2021

Чăваш Республикин «Çамрăк çемьесен клубĕ» кăçалхи çулла йĕркеленнĕ. Паян хастарсем Чăваш патшалăх пукане театрĕнче тĕл пулчĕç, ăсталăх класĕсене хутшăнчĕç, артистсен ĕçĕпе паллашрĕç.

— Республикăра театр юхăмĕ пулсан аванччĕ. Малтанах унпа ашшĕ-амăшне кăсăклантармалла. Ача-пăча пултарулăх çурчĕсенче, библиотекăсенче, шкулсенче историре палăрнă пулăма халалланă спектакльсем лартма пуçласса шанатăп. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăх çулталăкĕ халăх шухăша яракан, пăшăрхантаракан спектакльсене кĕтни палăрчĕ, — терĕ Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева. Çамрăк çемьесен клубĕн фестивалĕ пирвайхи хут иртрĕ. Пукане театрне пухăннисем кăмăллă пулчĕç.

Куракан сăнара кам тата мĕнлерех хатĕрленине пĕлмест. Паян кулиса хыçĕнче пулса курнăшăн савăнтăм, — терĕ фестивале çитнĕ Татьяна.

Пухăннисем Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланă премьерăпа паллашрĕç. «Хранители» спектакле Денис Андронов çамрăк режиссер сцена çине кăларнă.

Стимпанк юхăмĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕскере аслă классенче вĕренекенсемпе студентсем кăмăлласах йышĕнĕç. Ашшĕ-амăшне те ĕçпе паллашни пăсмасть, — терĕç пухăннисем. Грант пулăшăвĕпе сцена çине кăларнă спектакле районсенчи культура керменĕсенче те лартасшăн. Хальлĕхе труппа ăçта çитмеллине палăртать.

www.hypar.ru Ольга Калитова сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментари хушас