«Театр тĕпелĕнче» – Питĕр профессорĕ

18 Пуш, 2021

Пуш уйăхĕн 16-21-мĕшĕсенче Вырăс драма театрĕнче Вырăс классикин эрни иртет. Ăна ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствине туса хунăранпа 85 çул çитнине халалланă.

Мероприятие Санкт-Петербург университечĕн профессорĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, искусствоведени кандидачĕ, ОТР каналăн эксперчĕ Сергей Ильченко хутшăнать. Хăна Эрне кунĕсенче «Театр тĕпелĕн» эксперчĕ пулĕ, пултарулăхпа çыхăннă вĕренӳ заведенийĕсенче ăс пухакансемпе, «Театрлă Атăлçи» фестивале хутшăнакансемпе, республикăри МИХ ĕçченĕсемпе тĕл пулĕ, çавăн пекех театрта вырăс литературин произведенийĕсем тăрăх лартнă спектакльсемпе паллашĕ. Ун хыççăн мĕн курнине актерсемпе, куракансемпе пĕрле сӳтсе явĕ.

Паян вара Сергей Николаевич Вырăс театрĕнче хăй пăхма ĕлкĕрнĕ спектакльсене пултарулăх енчен хак пачĕ, вырăс драматургийĕн шедеврĕсем мĕнле çурални пирки тата вĕсен авторĕсен кун-çулĕнчи кăсăклă самантсем пирки чарăнса тăчĕ.

www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сăн ӳкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментари хушас