Тăваткал метрсем ĕмĕтре кăна ан юлччăр
Чăваш Ен пĕлтĕр пурăнмалли çурт-йĕр тăвассине самаях ӳстернĕ, 716 пин тăваткал метр хута янă пулин те республикăра хваттерпе тивĕçтермеллисен йышĕ çав-çавах пысăк — 63,6 пин çемье шутра тăрать. Ыйтăва çурт-йĕр хакланни те çивĕчлетет – пĕлтĕр тăваткал метрăн вăтам хакĕ 23,5% хушăннă. Çапла вара иртнĕ çулхи тăваттăмĕш кварталта ку виçе 60282 тенкĕпе танлашнă. Çавна май кĕçнерникун республика Пуçлăхĕ Олег Николаев строительство организацийĕсен ертӳçисене Правительство çуртне чĕнни ăнсăртран мар — пĕрле сӳтсе явмалли ыйтусем капланни куçкĕрет.
Канашлу пуçланиччен вăхăт пулчĕ те — строительство министрĕ Павел Данилов строительство компанийĕсен пуçлăхĕсенчен ыйтрĕ: паянхи кун тăваткал метрсене мĕн хакпа сутатăр? Хуравлама васкани туйăнмарĕ. Министр çине тăрарах ыйтсан тин пĕри сăмах хушрĕ: 78-80 пин… Тепри, Шупашкарти паллă стройкопани ертӳçи, каларĕ: 70 пин… Малтанхи вара ĕçтешĕ ертсе пыракан компани хакĕсене аван пĕлет пулас та — тĕлĕннине пытармарĕ: «Мĕ-ĕ-ĕн? Апла тăк пирĕн хак та — 50 пин кăна!» Тавлашу, тен, тата хĕрме те пултаратчĕ пуль — зала республика Пуçлăхĕ кĕчĕ…
Олег Николаев Президент çĕршывра çуллен пурăнмалли 120 миллион тăваткал метр çурт-йĕр тумалли тĕллев лартнине аса илтерчĕ. Çак цифра, паллах, регионсен кăтартăвĕсенчен капланамалла. Чăваш Ен çурт-йĕр строительствине патшалăх енчен пулăшассине вăйлатса пырать. Çав шутра — граждансен ипотекăпа çыхăннă малтанхи тӳлевне саплаштарни. Инфратытăма бюджет шучĕпе йĕркелени те строительствăна тĕревлет. Территорисене комплекслă майпа аталантарасси мала тухать.
Олег Алексеевич иккĕленмест: хуласем сарăлса пымалли мел вырăнсăр, вĕсен шалти майсемпе аталаналла. Строительсене вăл çавăн пекех арендăна памалли çурт-йĕр тăвас ыйту тавра та шухăшласа пăхма сĕнчĕ. Регион ертӳçин шучĕпе, тата темиçе çултанах çакăн пек çурт-йĕр нумай кирлĕ пулĕ. Мĕншĕн тесен çамрăксемшĕн пĕр вырăнта тĕпленсе пурăнасси кăтартуллă пулмĕ, вĕсене вăхăтлăх çурт-йĕр кирлĕ — пысăк укçа тӳлесе хваттер туянас темĕç.
Комментари хушас