Татса паман ыйту нумай
Паян Шупашкарта ЧР Промышленноç тата энергетика министерствин анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта республикăри промышленноçпа энергетика предприятийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Ларăва РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков хутшăнчĕ. Промышленноç тата энергетика министрĕ Евгений Герасимов отрасле кĕрекен предприятисен 2020 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕ. Виçĕм çулхипе танлаштарсан промышленноç производствин индексĕ — 97,6%, кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 32,8 пин тенкĕпе танлашнă. Министр ытти ӳсĕм çинчен те каларĕ, çитменлĕхсене палăртрĕ. Сăмахран, отрасле иртнĕ çул виçĕм çулхинчен инвестици сахалрах хывнă, электроэнергипе 5,3% сахалрах усă курнă. Паллах, ку производствăна ӳстерме пулăшмасть. Кĕскен: министр предприятисен умне 2020 çулта тухса тăнă чăрмавсене тишкерсе тухрĕ.
— Республикăн Промышленноç тата энергетика министерствине туса хурса тĕрĕс турăмăр тесе шухăшлатăп, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. — Ку отрасльте республикăри ĕçлеме пултаракан çынсен 25% вăй хурать. Предприятисен куллен нумай ыйтăва татса пама тивет. Министерствăпа пĕрле йывăрлăхран тухмалли çул-йĕре шырасса, чăрмавсене пĕрле пĕтерессе шанатăп. Предприятисем çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе лайăх кăтартупа палăрса тăраççĕ. Çапах та татса паман ыйту нумай.
Доклада сӳтсе явма Чăваш Республикин предпринимательсен правине хӳтĕлекен уполномоченнăйĕ Алексаедр Рыбаков, «ЧЭАЗ» акционер обществин генеральнăй директорĕ Роман Никулин хутшăнчĕç.
www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...
Комментари хушас