Тăлăхсем, нумай ачаллисем

10 Нарăс, 2022

Строительство министрĕ кăçал граждансен тĕрлĕ категорийĕн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма — 1140 çемье валли — тĕрлĕ шайри бюджетран 1,4 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнине пĕлтерчĕ. 699 çемьене /çамрăк çемьесем, ветерансем, инвалидсем/ социаллă тӳлев шучĕпе 591 миллион тенкĕ парĕç, 441 çемье /тăлăхсем, нумай ачаллă çемьесем, юхăннă çуртсенче пурăнакансем/ хваттерсем илĕ — 818 миллион тенкĕлĕх.

Пĕлтĕр 291 тăлăха хваттерпе тивĕçтернĕ. Федераци укçипе туллин усă курнă, республика бюджетĕнчен уйăрни вара 7 миллион тенкĕ ытла юлнă. Шăмăршă, Вăрмар районĕсен администрацийĕсем хваттерсем туянайман, Вăрнар районĕнче вара тăлăхсем валли 8 хваттерлĕ çурт тума тытăннă — аванс кăна тӳленĕ. Кăçал федераци укçипе усă курмасăр юлас хăрушлăха сирес тĕллевпе кашни муниципалитетах контрактсене пуш уйăхĕ вĕçлениччен тумалли пирки асăрхаттарнă.

Тăлăхсене хваттер вырăнне пурăнмалли çурт-йĕр сертифиакчĕ памалли механизм та ĕçлет — 2022 çул валли 55 тăлăхран заявлени йышăннă. Çакăн валли 92,7 миллион тенкĕ кирлĕ пулать — Финанс министерстви республика бюджетне тӳрлетӳсем кĕртнĕ чухне тăкаксене шута илĕ. Павел Данилов вара вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисене кашни ачапа тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ: вĕсем хайхи сертификатсемпе вăхăтра усă курччăр, йĕркеллĕ хваттерсем туянччăр — çакна çирĕп сăнаса тăмалла.

Хваттерпе тивĕçтермеллисен шутĕнче — 5 тата ытларах ачаллă 507 çемье. Кăçал вĕсенчен 26-шĕ валли хваттер туянмашкăн 120 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Çав шутран çурри — Шупашкар тӳпи. Нумай ачаллисене те хваттер вырăнне сертификат памалли саккун проектне хатĕрленĕ, вăл саккун статусне илсен çак категорири çемьесем те хăйсем тĕллĕн çурт-хваттер туянма пултарĕç. Ку енĕпе опыт пур ĕнтĕ: ЧР Пуçлăхĕ çак ыйтупа ятарласа кăларнă указпа килĕшӳллĕн пĕлтĕр 8 тата ытларах ачаллă 9 çемье сертификатсемпе усă курнă — 45 миллион тенке яхăн уйăрнă.

Социаллă ушкăнсем валли бюджет шучĕпе хваттерсем туянасси тăваткал метрсем хаклансах пынине кура та уксахлать. Павел Данилов Шупашкар валли кăçал 1 тăваткал метр хакне 64146 тенкĕ шайĕнче çирĕплетме сĕнчĕ — пĕлтĕрхинчен 23,5% пысăкрах. Çĕнĕ Шупашкар валли — 62 пин, Шупашар районĕ валли — 45 пин тенкĕ ытларах. Ытти районпа хула тĕпе хуракан виçе вара 40135 тенкĕ таран пулĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас