Сывлăхшăн хамăрăн тăрăшмалла
Лариса НИКИТИНА, "Хресчен сасси" хаҫат корреспонденчӗ:
- Вакцинациленмелле е çук? Ҫакнашкал çивĕч ыйту мана та канăç памарĕ. Хăрушă чирпе — ковидпа — чирлемерĕм пулин те пĕлĕшсен инкекĕ татăклă утăм тума хистерĕ. Шел, вĕсенчен пĕри ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлчĕ. «Вакцинациленнӗ пулсанах пурăнатчĕ», — пăшăрханса калаçрĕ тăванĕ. Çакă тарăн шухăша ячĕ.
Пичет çуртне тухтăрсем ковидран прививка тума килнине пĕлсен тӳрех килĕшрĕм. «Шурă халатлисем» пĕлтернĕ тăрăх, пире валли «Гам-КОВИД-Вак» текен препарат хатĕрленĕ имĕш. Чăн та, малтанхи тапхăрта сывлăх сасартăк япăхланасран шиклентĕм. Телее, икĕ тапхăрне те çăмăллăнах ирттерсе ятăм. Халĕ халăх хушшинче чир ертесрен хăрамасăрах çӳретĕп. Ыттисене те прививка тума сĕнесшĕн. Çапах сывлăх хаклăрах.
Комментари хушас