Сыхланни — хамăршăн, ачасемшĕн
Лариса АФАНАСЬЕВА, Шупашкар районĕ, Шорккари аслă ӳсĕмри çынсен клубĕн ертӳçи:
— Хăрушă чир коронавирус сарăлма тытăнсан аслăрах ăру çыннисем сисчĕвленме пуçларĕç. Пĕрле пухăнма вăхăтлăх тăхтаса тăтăмăр. Амак сирĕлессе кĕтрĕмĕр, вăл вара йăл илсех пычĕ.
Чиртен вакцинациленсе сыхланма май пуррине пĕлсен, çавнашкал ĕç-пуçа пирĕн республикăра йĕркелеме тытăнсан прививка тумашкăн çемйипех — мăнуксемсĕр пуçне — шухăш тытрăмăр. Эпир, аслисем, пурте халăхпа ĕçлетпĕр — сыхланни хамăршăн та, кĕçĕн ӳсĕмри мăнуксемшĕн те, эпир хутшăнакан çынсемшĕн те аван.
Пирвивкăн малтанхи дози хыççăн хама аванах туйрăм. Иккĕмĕш кун сыхланмалли çинчен манса кайнипе мунча та кĕнĕччĕ. Юрать хăть аптрамарăм. Кайранхи тапхăра та лайăхах чăтса ирттертĕм.
Сарапакасси ял тăрăхĕнче хальхи вăхăтра прививка тутарнисем чылайăн. 65 çултан иртнĕ 74 çын вакцинациленнĕ. Усал чиртен хăтăлас тесен унпа çакнашкал меслетпе май пур таран ытларахăн кĕрешмелле.
Комментари хушас