Суту-илӳ центрĕсенче вакцинаци пункчĕсем уçĕç

22 Кăрлач, 2021

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, стационарта сипленекенсен шучĕ чакса пырать, çавна май койкăсен йышне чакарма тытăннă. «Канаш районĕнчи тĕп больницăра коронавируспа чирлисене йышăнма пăрахнă, çывăх вăхăтра стационар унчченхи режимпа ĕçлеме тытăнĕ. Килте сипленекен 11 пин ытла пациента эмелпе тивĕçтернĕ», — терĕ Владимир Геннадьевич. Коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕлекен прививкăна 2103 çын тутарнă. Суту-илӳ центрĕсенче вакцинаци тумалли пунктсем уçма палăртнă.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Герасимова каланă тăрăх, чирлекенсен шучĕ 6 процент ӳснĕ. Калăпăр, Шупашкар хулинче — 16 процент. Çавăн пекех Елчĕк, Шăмăршă, Шупашкар, Елчĕк районĕсенче чирлекен нумайланнă. 18-29 çулсенчи çынсем ытларах чирлеме тытăннă тăк 65 çултан аслăраххисен хушшинче чирлекенсен шучĕ 15 процент чакнă. 14 вĕрентӳ учрежденийĕнче инфекциллисенне /1-ер тĕслĕх/ тупса палăртнă, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче 3 студент чирленĕ», — терĕ Елена Геннадьевна. ОРВИпе чирлекенсен шучĕ нумайланса кайнă.

Информаци политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Кристина Майнина мобильлĕ ушкăнсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Кăрлачăн 15-21-мĕшĕсенче вĕсем 1405 тĕрĕслев ирттернĕ. «Ятарлă приложенипе усă курса ушкăнсем 27 пин ытла объектра пулнă, 705 çитменлĕх тупса палăртнă. Шупашкар, Етĕрне, Вăрнар районĕсенче, Çĕнĕ Шупашкар хулинче уйрăмах лайăх ĕçленĕ», — терĕ Кристина Андреевна. 122 телефон номерĕпе юлашки кунсенче 1800 ытла шăнкăрав килнĕ. Вакцинаци, тест тăвасси пирки ытларах кăсăкланнă. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă 477 çын прививка тума çырăннă.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас