Студентсем ĕçе хăнăхаççĕ

10 Утă, 2023

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн студенчĕсем практика вăхăтĕнче васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадипе пĕрле çула тухнă.

Каннă вăхăтра çамрăксем автомобильри медицина оборудованийĕпе паллашнă, унпа усă курма вĕреннĕ. Сменăри 5 сехетре студентсенчен кашниех вăтамран 5 вырăна çитнĕ. Практикантсенчен пĕри Анастасия Филиппова бригадăпа пĕрле талăкĕпех ĕçлесе пăхнă. Ăна Алексей Тимофеевпа Юрий Кузьмин фельдшерсем ĕç майне кăтартнă.

www.hypar.ru

фото cap.ru

Рубрика: 

Комментари хушас