Спорт çитĕнӳ тума пулăшать

16 Пуш, 2021

«Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче Спорт министерствин 2020 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ çулхи тĕллевсене палăртрĕç. Ведомство коллегийĕн анлă ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Алла Салаева вице-премьер хутшăнчĕç.

— Спорт кулленхи пурнăçра çитĕнӳ тума, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Юлашки çулсенче спорт инфратытăмне аталантарас, спорт обьекчĕсене усă курас тĕлĕшпе нумай ĕç тунă. Малашне те ку енĕпе ĕмĕт-тĕллев пысăк. Калăпăр, кăçал Шупашкарти «Атăл» стадионта реконструкци тапхăрĕ пуçланĕ. Вăл хула çыннисен юратнă вырăнĕ пулса тăрасса шанатпăр. Спортпа туслисен йышĕнче аслă ӳсĕмри çынсем нумайланни савăнтарать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни çын ӳсĕмне вăрăмлатать, — терĕ Олег Алексеевич ларăва уçнă май. Вăл спорт отраслĕнче палăрнисене тивĕçлĕ наградăсемпе чысларĕ.

Алла Леонидовна шкулсенче спорт объекчĕсем çĕнелсе пынине, çавна май спортăн тĕрлĕ тĕсĕ вăй илнине палăртрĕ. «Тĕслĕхрен, Етĕрнери шкулсенчи хĕрсемпе каччăсем баскетболла выляма юратаççĕ. Вĕсене хальхи йышши спорт лапамĕ кирлех паллах. Волейбола, футбола аталантарма та лайăх услови туса памалла. Вĕрентӳ учрежденийĕсен спорт федерацийĕсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелени те пулăшать. Калăпăр, спорт ташшин федерацийĕ пĕр шкулта хӳтлĕх тупнă, тренерсем ачасене тӳлевсĕрех ташлама вĕрентеççĕ», — терĕ вĕрентӳ министрĕ.

Спорт министрĕ Василий Петров каланă тăрăх, спортпа туслисен шучĕ çултан çул ӳссе пырать, 2030 çул тĕлне мĕн пур халăхăн 70 процентне спорта явăçтармалла. «Ачасемпе çамрăксен 82 проценчĕ тĕрлĕ спорт секцийĕнче ăсталăха туптаççĕ. Шкулсенче 140 спорт клубĕ ĕçлет, вĕсен йышне пысăклатса пырăпăр. Пирĕн спортсменсем пĕлтĕр тĕрлĕ шайри ăмăртура 800 яхăн медаль çĕнсе илнĕ, 4-шĕ спортăн тĕнче класлă мастерĕн ятне тивĕçнĕ. 113 атлет çĕршывăн пĕрлештернĕ командине лекнĕ, вĕсенчен 8-шĕ çуллахи Олимп вăййисене хатĕрленеççĕ. Тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче республика чысне хӳтĕлекенсене ятарлă стипенди пама тытăнни тата пысăкрах çитĕнӳсем тума хавхалантарать», — спортри çитĕнӳсемпе паллаштарчĕ Василий Владимирович. Ыйтусем те çук мар. Акă тренерсен шалăвĕ ытти регионтипе танлаштарсан 25 процент пĕчĕкрех. Пĕлтĕр районсенче республикăри спорт шкулĕсен уйрăмĕсене уçас енĕпе пуçару тунă. Акă Улатăрпа Канашра велосипедистсене хатĕрлеме пуçланă. «Росинка» тата «Белые камни» сывлăх комплексĕсене реконструкци тунă хыççăн ишевçĕсен спорт центрĕсене уçма палăртнă. Кăçал Ишлейре çĕнĕ стадион, тĕрлĕ районта футбол уйĕ тума тытăнĕç.

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ӳкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас