Ҫивӗч ыйтусене хускатрӗҫ
Патшалăх Канашĕн бюджет, финанс тата налук енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта икĕ ыйтăва - "Туризм" çумпрограмма тата çул-йĕр фончĕ епле пурнăçланнине пăхса тухрĕç.
Дмитрий Краснов вице-премьер палăртнă тăрăх, кăçал туризм валли 80 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Инфратытăма аталантарас тĕллевпе Куславккапа Сĕнтĕрвăрринче причал стенки тумалла, заливпа Хĕрлĕ тÿреме çĕнетессипе ĕçлеççĕ, Атăл çыранĕн пиллĕкмĕш тапхăрне пуçламалла. Транспорт министрĕ Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 389 километр çула юсĕç, 9 çухрăм çĕнĕ çул тăвĕç, 84 картише хăтлăлатĕç.
www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас