Ҫӗрпӳсем аякри ҫула тухнӑ ӗнесене шывсӑр аптрама паман

20 Кăрлач, 2024

Ҫак кунсенче М7 ҫулпа пынӑ икӗ тиев машини Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче техника ҫӗмӗрӗлнине пула чарӑннӑ. Машинӑсен  Тверь облаҫӗнчен Кемерово  тӑрӑхне 68 пуҫ ӑратлӑ ӗне илсе ҫитермелле пулнӑ. Ванса кайнӑ машина водителӗсене Руслан Курчаткин предприниматель пулӑшнӑ. Ҫамрӑк усламҫӑ хӑйӗн кафе ҫуртӗнчен ӗнесене шӑвармалӑх шыв тултарма та хушу панӑ, техникӑна та йӗркене кӗртме пулӑшнӑ.
Ӗнесем каллех инҫе ҫула "тухнӑ".

Комментари хушас