Шуртанпа Шуршура çĕнĕ ФАПсем çĕкленĕç

13 Утă, 2022

Министрсен Кабинечĕ 2022-2026 çулсенче республикăра федераци бюджечĕн укçине явăçтарса объектсем тумалли комплекслă программăна çирĕплетрĕ. Унта 11 миллиарда яхăн тенкĕлĕх 306 объекта кĕртнĕ.

Правительствăн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов программăпа паллаштарнă май унта кĕртнĕ объектсен списокне инвестици политики енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче тишкерсе ырланине палăртрĕ. Малтанхи тапхăрта, 2022-2024 çулсенче, тумалли, реконстукцилемелли объектсене уйрăммăн палăртнă. Вĕсем — тĕрлĕ сферăра: чи нумаййи сывлăх сыхлавĕнче — 92 объект. Çавăн пекех асăннă тапхăрта физкультурăпа спортăн 29, пурăнмалли çурт-йĕрĕн 17, вĕрентĕвĕн 11, экологин 15, туризмăн 10 объекчĕн строительствине е реконструкцине пурнăçламалла. Комплекслă программăна пурнăçлама кăçал — 5,4 миллиард, çитес çул — 17,5 миллиард, 2024 çулта 21,3 миллиард тенкĕ уйăрĕç.

Олег Николаев çак программа догма пулманнине çирĕплетрĕ. Пурнăç улшăнусем тума хистет, çав çĕнĕлĕхсене, çĕнĕ технологисем вăй илнине кура мĕн палăртнине вăхăт иртнĕ май улăштарма нимĕн те чăрмантармĕ — çĕнĕлĕхсене шута илмелле.

Тепĕр программа — сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетесси çинчен калаканскер. Унта улшăнусем кĕртесси те тавлаштармарĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Левицкая пĕлтернĕ тăрăх, улшăнусем капиталлă юсавăн документра палăртнă икĕ объектне çавнашкаллисемпех улăштарассипе çыхăннă. Экспертиза кăтартăвĕсем тăрăх Вăрнар районĕнчи Кивĕ Шуртан тата Елчĕк районĕнчи Шуршу ялĕсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсем тĕпрен юсама юрăхсăр тесе йышăннă. Чăваш Ене 2021 çулхи кăтартусем тăрăх ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç тухăçлăхĕшĕн Раççей Правительстви грант парса хавхалантарнă. Çав укçапа социаллă тĕллевсем валли усă курĕç. Пĕр пайĕ шăпах хайхи ФАПсем валли кайĕ — 2022 çулта асăннă ялсенче кивелсе юхăннисем вырăнне çĕнĕ ФАПсем тăвĕç. Программăран кăларакан объектсем вырăнне çавăн пекех Канаш районĕнчи Атăк тата Атнаш ялĕсенчи ФАПсене тĕпрен юсĕç.

Лару Министрсен Кабинечĕн маларах тунă темиçе йышăнăвне пысăк мар улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ. Çав шутра — 2012 çулхи йышăну, халăха ĕçпе тивĕçтеремелли правилăсемпе йĕркене çирĕплетекенскер. Улшăнусем ĕçлев службисем малашне ĕçсĕррисен шутĕнче регистрациленисене кăна мар, ытти категорие те пулăшассине палăртаççĕ. Çав шутра — ĕçсĕр юлма пултарас çынсене, ĕç паракан тулли мар ĕç режимне куçарнисене, панкрутлăх процедуринчи предприятисенче вăй хуракансене, ĕç укçисĕр отпуска ăсатнисене, ыттисене. Çак граждансем ĕçлев службисен вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе, предпринимательлĕх енĕпе ĕçлеме пуçлассипе, професси енĕпе вĕренессипе çыхăннă пулăшăвĕпе туллин усă курма пултарĕç.

Курăмлă улшăнусем предприниматель ĕç-хĕлне тата хушма хуçалăх тытса тăрассине пырса тивеççĕ. Предпринимательлĕх енĕпе ĕçлеме пуçлас кăмăллă çынсем социаллă контрактпа илме пултаракан укçа виçи 250 пинрен 350 пин тенкĕ таран пысăкланать. Хушма хуçалăхпа ĕçлекенсем 200 пин тенкĕ илейĕç. Унччен вĕсене паракан тӳлев 100 пин тенкĕпе танлашнă. Олег Николаев пуçаруллă çынсем тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас