Шупашкарта «Хăюлăх курупки» тулсах пырать

13 Раштав, 2024

«Хăюлăх курупки» — çак ятпа çуллен йĕркелекен ыр кăмăллăх акцине Шупашкар хули те хăйĕн тÿпине хывать. Акцие хутшăнни çинчен çак кунсенче социаллă сетьсенче тĕп хула пуçлăхĕ Владимр Доброхотов та пĕлтерчĕ.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Хăюлăх курупки» ыр кăмăллă акцине хутшăнатăп, ачасен нушисене çывăха илекен çынсене пурне те ырă çак ĕçе тÿпе хывма чĕнетĕп!» - тенĕ Владимир Анатольевич.

Вăл иккĕленмест: ку — чăннипех ырă акци, унта вăл çуллен хутшăнать. «Хăюлăх курупкине» кашниех йывăр сиплеври ача валли парне хурса хăварма пултарать: «Пĕчĕкскерсене савăнтарма пултаракан кирек мĕнле япала та юрăхлă: тетттесем, ачана аталанма пулăшакан вăйăсем, сăрламалли ÿкерчĕксем, фломастерсем, наклейкăсем тата ытти те».

Сăмах май, ырă çак пуçарăва хутшăнакансен йышĕ çуллен пысăкланса пырать, вăл чăннипех халăх акцине çаврăннă ĕнтĕ. Кăçал Чăваш Ен территорийĕнче больницăсенче сипленекен ачасем валли теттесем пухмалли вырăнсен шучĕ 2,8 пинрен те иртнĕ. «Хăюлăх курупкисенчен» пĕрне Шупашкарти Карл Маркс урамĕнчи 36-мĕш çуртра Общество пулăшăвĕн штабĕнче вырнаçтарнă — ачаем валли парнесене унта пухаççĕ. «Пулăшу кирлисемшĕн çак тĕнчене чылай ырăрах, илемлĕрех тумашкăун пурне те йыхравлатăп!» — ырă ĕçсем тума йыхравлать хула пуçлăхĕ.

Комментари хушас