Шупашкара амбулифт çитрĕ

28 Раштав, 2017

Кăçал çуркунне тĕп хулана ăмăртăва килнĕ спортсменпа Шупашкар аэропортĕнче лайăхах мар лару-тăру сиксе тухнăччĕ. Çакăн хыççăн учреждение амбулифт туянма хистесех каланăччĕ. Обрудовани Чăваш Ене раштавăн 27-мĕшĕнче килсе çитрĕ.

МАЧ» ООО директорĕ Руслан Минаев каланă тăрăх — амбулифта туяннă чухне тĕрлĕ чăрмав сиксе тухнă. Предприяти темиçе хутчен те çак оборудованипе тивĕçтерме пултаракана палăртма конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Анчах кăмăл тăвакан тупăнман. Юлашкинчен «МАЧ» поставщике хăй тĕллĕн тупнă. Вăл — Беларуç Республикинчи предприяти.

— Кунашкал обрудованипе регион шайĕнчи аэропортсем пурте мухтанма пултараймаççĕ. Эпир пултаратпăр! Амбулифт сусăрсене кирек хăш сывлăш карапĕ çине те меллĕ, хăрушсăрлăхсăр анса-хăпарма май парĕ, — терĕ предприяти ертÿçи Руслан Минаев.

Шупашкар аэропорчĕн историйĕнчи тепĕр паллă пулăм вăл — раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче 250 пинмĕш пассажира регистрацилени. Вăл — Мускавра ĕçлесе пурăнакан Сергей Коновалов. Хăй каланă тăрăх — самолетпа час-часах вĕçмест. Апла пулин те телей кайăкĕ унăн аллине лекнĕшĕн пĕр вăхăтрах тĕлĕннине те, савăннине те пĕлтерчĕ çамрăк çын. Юбилейлĕ пассажира «МАЧ» ООО директорĕ чи хăтлă условисенче Мускава тÿлевсĕр кайса килме сертификат парнелерĕ.

Чăваш Енри аэропорт çулталăкра 250 пин çынна йышăнса ăсатни Совет Союзĕ арканнăранпа пулманччĕ-ха. Пĕлтĕр, сăмахран, самолетпа Чăваш Енре 164 пин çын усă курнă. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лартнă тĕллеве — çулталăкри пассажирсен юхăмне 200 пине çитересси — предприяти ĕçченĕсем ирттерсе пурнăçланă. Çакă чи малтанах, ЧР транспорт министрĕ Владимир Иванов çирĕплетнĕ тăрăх, аэропортăн тухăçлă ĕçĕпе çыхăннă. Тĕслĕхрен, çуллахи расписание 90-мĕш çулсенче пĕтернĕ Анапа рейсĕсене кĕртнĕ. Кăçал Сочие, Крыма, Симферополе самолетпа вĕçекенсен шучĕ икĕ хут ÿснĕ. Мускава каякан сывлăш карапĕсем вара нихăçан та çурма пушă вĕçмеççĕ.

Аэропорт ертÿлĕхĕ çавăн пекех инфратытăм ыйтăвĕсене татса парассине те пысăк тимлĕх уйăрать. Инвестор укçи-тенкипе ятарлă техника автопаркне çĕнетсех тăраççĕ. Çавăн пекех 2019 çул тĕлне юсав ĕçĕсем ирттерме, аэропорт çурт-йĕрне çĕнĕ сăн кĕртме тĕллев лартнă.

Теги: 

Комментари хушас