Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий: «Чăвашла кĕлĕ туни чун-чĕреме çывăх»

5 Нарăс, 2021

«Юратнă Чăваш Еншĕн чылай ĕç тума палăртнă. Анчах халĕ вĕсене йăлтах асăнмăпăр. Пурнăçласан хăех курăнĕ», - палăртрĕ Савватий владыка. Паян «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, Василий Кузьмин фотокорреспондент тата çак йĕркесен авторĕ Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе Савватипе тĕл пулса калаçрăмăр.

Татьяна Геннадиевна владыкăна «Хыпар» хаçат Раççейре чи ватă хаçатсенчен пĕри пулнине, унăн историне кĕскен каласа пачĕ. «Хыпар» Издательство çуртĕнче кăларакан хаçат-журналпа паллаштарчĕ. «Хыпар» тата ытти хаçатра вулакансем ыйтнипе юлашки вăхăтра тĕн ыйтăвĕпе çыхăннă чылай материал кун çути курнине пĕлтерчĕ. Сăмахран, «Хыпарта» «Чиркÿ çулĕпе», «Вырсаринкунхи тĕлпулу», «Тĕн» ярăмсенче тĕрлĕ материал пичетленет. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Савватий хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ, ĕмĕт-тĕллевĕпе паллаштарчĕ. Пире, чăваш хаçатĕнче ĕçлекенсене, владыка тăван чĕлхепе таса, илемлĕ калаçни савăнтарчĕ. «Чăвашла кĕлĕ туни чун-чĕреме çывăх», - терĕ вăл. Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Савватий 1968 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Геннадипе Анисия Антоновсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Шупашкарти Введени соборĕн хисеплĕ настоятелĕ пулнă. Шупашкарти 3-мĕш шкулта пĕлÿ илнĕ вăл. Чăвашла калаçма Вăрнар тăрăхне аслашшĕ-асламăш патне яла кайсан вĕреннĕ. Ача чухне летчик пулма ĕмĕтленнĕ арçын ача мĕншĕн монаха кайнă-ха? Мĕнлерех çын вăл соцсетьсене те хастар хутшăнакан Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ? Пушă вăхăт пур-и унăн? Еплерех канать вăл? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Хыпар» хаçатра пичетленекен интервьюра тĕплĕнрех вуласа пĕлме май пулĕ.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Рубрика: 

Комментари хушас