Штрафламасан чараймăпăр

23 Çурла, 2021

Канашлура ГКЧС ертӳçи Олег Яковлев пушарсемпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăрмансем пысăк лаптăкра çунаççĕ. Çав шутра — Атăлçи округĕнче те: Самар облаçĕнче, Мордовире, Мари Элта… Çавăнпа çак кунсенче сыхлăх мерисене пăхăнни, туллин пурнăçлани питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Регионăн кăнтăр енчи районĕсенче шăрăх çанталăка пула хăрушлăх пушшех пысăк.

Типĕ курăка, çӳп-çапа çунтарма чарнă, анчах, шел те, нумайăшĕ чарусене уямасть — инкексем пулаççĕ. Курăка та чĕртсе яраççĕ, çӳп-çапа та çунтараççĕ. Шăрăх та типĕ çанталăкра вара пĕчĕк кăна хĕлхем те вĕçсе ӳксе пысăк пушар тума пултарать. Олег Николаевич Вăрмар районĕче типĕ курăк 10 гектар çинче çунни çинчен каларĕ. Унашкалли Комсомольски, Çĕрпӳ районĕсенче те пулнă.

Атăл леш енче вара вăрманта пушар тухнă – 109-мĕш кварталта «хĕрлĕ автан» 0,15 гектара ярса илнĕ. Юрать, çĕрле пулин те вут-çăлăма вăхăтра асăрханă – пушар хуралĕн ĕçченĕсен пысăк йышне, нумай техника явăçтарса вут-çулăма сарăлма паман, кĕске вăхăтра сӳнтерме пултарнă. Çавăнпа ГКЧС ертӳçи вырăнсенчи администрацисене чĕнсе каларĕ: чарусене пăхăнман граждансене тупса палăртăр, явап тыттарăр, унсăрăн хăрушсăрлăха тивĕçтереесси иккĕленӳллĕ.

Вăрмансем тенĕрен, Мари Элти пушара, ав, ниепле те парăнтараймаççĕ. Чăваш Енĕн пушарсемпе кĕрешекенĕсем те паян кӳршĕсене пулăшаççĕ — 80 çынран тăракан аэромобильлĕ ушкăн Мордовире вут-çăлăма сӳнтерет.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас