Штабра пĕр шухăшлисем кăна

18 Кăрлач, 2024

Шупашкарта Общество ырлавĕн штабĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна официаллă майпа уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин ĕç тăвакан тĕп комитечĕн ертӳçи Александр Сидякин, паллă шахматист, Владимир Путинăн шаннă çынни Сергей Карякин, ыттисем хутшăнчĕç.

Сумлă хăнасем малтанах штаб ĕçĕпе паллашрĕç. Курмалли-хакламалли нумай: волонтерсен ĕçĕпе паллаштаракан сăн ӳкерчĕксен куравĕнчен тытăнса ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем патне çыру çыракан ачасем таран. Вĕсемпе, çавăн пекех СВОри салтаксем валли маскировка тетелĕ çыхакан хĕрарăмсемпе калаçнă хыççăн пухăннисен умĕнче сăмах илнĕ май Олег Николаев çак штаб пурне те илĕртекен вырăн пулса тăма тивĕççине çирĕплетрĕ.

Кашни гражданин кунта килсе хăйĕн пуçарăвне пĕлтерме пултартăр — ăна тӳрре кăларас тĕлĕшпе пулăшу пуласси пирки иккĕленӳ ан çуралтăр. Кунтах çынсем хăйсен наказĕсене çырса яма, кирек мĕнле ыйту пама пултарччăр — «влаç йышăнĕ — вĕсене татса парас енĕпе ĕçлĕ». «Чи кирли — çынсем пĕрлехи тĕллевсем тавра пĕрлешни, — терĕ регион ертӳçи. — Конфессисене, тĕне, хăш партире тăнине пăхмасăр...» Çирĕп пĕрлĕх тивĕçлĕ кăтартусем кӳрĕ — ятарлă çар операцийĕнчи Çĕнтерӳрен тытăнса наци проекчĕсене ăнăçлă пурнăçласси таран.

«Хыпар» корреспонденчĕн ыйтăвне хуравланă май Александр Сидякин «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти тăрăшнипе çакнашкал пирвайхи штаб çĕршывра 2021 çулта ĕçлеме пуçланине аса илтерчĕ, унтанпа вĕсене Раççейĕн вун-вун субъектĕнче уçнă — Чăваш Енри шучĕпе 77-мĕш пулчĕ. Ун шучĕпе, кунта çамрăксем те, çулланнă çынсем те хăйсене кирлине тупма, хутшăнма пултарĕç. Вырăнĕ меллĕ — хула варринче. Чиновниксемшĕн кăтартуллă бюрократизм сĕмĕ ан пултăр тесе штабра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» символикипе те усă курман, парти ятне çырни те çук: «Паянхи тĕлпулăва та, авă, пурте галстуксăр килес терĕмĕр».

Сергей Карякин хăнана килнине те, тĕрĕссипе, штаб ĕçĕнчи официозран пăрăнас тĕллев сăлтавланă. Штаб ĕçне шахматпа çыхăнтарас тени, иккĕленмест вăл, питĕ вырăнлă, мĕншĕн тесен çак вăйă çынсен хутшăнăвне çирĕплетет. Ку енĕпе ĕç пуçланчĕ теме те юрать — паллă шахматист, тĕнче шайĕнчи тупăшусене Раççей ялавĕсĕр хутшăнма килĕшменскер, ачасемпе, Чăваш Енри шахмат енĕпе чи пултаруллисемпе, харăс вăйă сеансĕ ирттерчĕ. Çавăн пекех вăл тĕрлĕ регионти штабсем урлă /кашнинчех шахмат шкулĕ ĕçлет/ Пĕтĕм Раççейри шахмат турнирне ирттересси çинчен те пĕлтерчĕ.

Штаб йĕркеленин пысăк пĕлтерĕшне çавăн пекех Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов пысăка хурса хакларĕç. Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров, штаб ертӳçин тивĕçĕсене хăйĕн çине илнĕскер, ытти ĕç нумаййине пăхмасăр штабпа çыхăннă ĕçе те чун туртнипе пурнăçлани çинчен каларĕ. Вăл кăна мар, ыттисем те çапла — чун хушнипе.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, штаб ĕçне хастар хутшăнакан тытăмсен шучĕ халех икĕ теçеткерен иртнĕ ĕнтĕ: Федерацин травматологи, эндопротезировани тата ортопеди центрĕ, «Эткер» этнокультура центрĕ, «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд, ыттисем... Çапла вара, Андрей Юрьевич сăнанă тăрăх, штаб хăйне евĕр клуба çаврăнса пырать. Пĕрешкел интерессен, тĕллевсен, пĕр шухăшлă çынсен клубĕ. Çакă кĕçнерникунхи тĕлпулура та палăрчĕ: çак йĕркесен авторĕ унта «Пĕрлĕхлĕ Раççей» членĕсем кăна мар, ытти парти представителĕсем те пынине асăрхарĕ. Çав шутра — «Тĕрĕс Раççей» представителĕсем, Коммунистсен партийĕн республика парламентĕнчи фракцийĕн ертӳçи. Эппин, тĕрлĕ партире тăни пĕр шухăшлă пулма чăрмантармасть.

www.hypar.ru

Комментари хушас